Ĕç вакансийĕн порталĕ ĕçлет

Вакансисен Пĕтĕм Раççейри "Раççейри ĕç" (truvsem.ru) рекрутинглă çĕнĕ порталĕ ĕçлеме тытăннă. Вăл çынсене ĕç тупма пулăшнипе пĕрлех ĕçпе тивĕçтерекене хăйне кирлĕ специалистсем суйласа илме те май парать. Ĕç шырассипе çыхăннă ытти порталсемпе танлаштарсан, çĕнĕ порталăн пур сервисĕ те тỹлевсĕр.

Сайтра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен вакансийĕсене кăна мар, ĕç сĕнекенсем панисене те, çавăн пекех ĕç вырăнĕ шырассипе тата суйлассипе çыхăннă порталсенчен илнисене те пухнă. Унта хăй пирки резюме е ваканси вырнаçтарас текен çыннăн ытти сайтсемпе усă курнă чухнехи пекех малтан регистрациленмелле. Çавăн пекех даннăйсене патшалăх пулăшăвĕн порталне лартсан та маларах асăннă сайта кĕме пулать.

Ытти регионта ĕç вырăнĕ суйласа илнисем ĕçпе тивĕçтерекенпе skype урлă та çыхăнса калаçса татăлма пултараççĕ.

Ĕç сĕнекенсем вакансисене унта вырнаçтарнипе пĕрлех кирлĕ специалиста хăйсен шыраса суйласа илме майсем пур.

Ĕç шыранисĕр тата суйланисĕр пуçне сайтра информаци пайĕ пур, унта вăл е ку регион илĕртỹлĕхĕ, пурăнмалли вырăн, ĕç укçи, хаксен шайĕ пирки пĕлме пулать.

Порталăн сумлă клиенчĕсен йышне "Газпром" УАО, патшалăхăн "Ростех" корпорацийĕ, "Раççей почти" ФПУП тата "РЖД" УАО кĕнĕ те ĕнтĕ. Headhunter job.ru сайтсем те порталпа килĕшỹ тунă.

"Раççейри ĕç" порталта вакансисем сĕнекен регионсенчи предприятисемпе организацисем, çавăн пекех вĕсенчи социаллă пурнăç объекчĕсем - ача сачĕсем, шкулсем, медицина учрежденийĕсем - ăçтарах вырнаçнине пĕлме интерактивлă карта пулăшать.

Портала шырав системисемпе çыхăнтарни те çĕнĕлĕх. Сăмахран, пĕр-пĕр хулара е ытти çĕрте ĕç суйласа илнĕ çыннăн унта куçса каймалла пулса тухсан "Яндекс" урлă çав вырăнти инфратытăма тĕпчеме май килет.

Кунтах Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен официаллă контакчĕсене кĕртнĕ тата вĕсемпе паллаштаракан тĕп информацие кăтартаççĕ.

Портала федерацин "Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - халăха ĕçпе тивĕçтерессине лайăхлатмашкăн пур услови те туса парасси.

ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.



31 июля 2015
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter