Тăвай районĕ: хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе

Района ЧР гражданла оборона ĕçĕсемпе чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петровпа республикăри ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов килсе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пĕрле вĕсем Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшакансем служба тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе паллашнă. Кайран район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пушарта тата шыв объекчĕсенче пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн тата ытларах тăрăшма хистекен калаçу йĕркеленĕ.



31 июля 2015
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter