Вырмари ĕçсемпе паллашнă

Ĕнер Тăвай районĕнчи ял хуçалăх организацийĕсене уй-хир ĕçĕсене лайăх хатĕрленсе ирттерес ыйтусене оперативлă татса парассипе ĕçлекен штаб членĕ, "Чувашагролизинг" УАО генеральнăй директорĕ Эдуард Александров çитсе курнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата унăн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин çỹренĕ. Эдуард Валентинович В.В.Николаев хресчен фермер хуçалăхĕнче, Ленин ячĕллĕ тата "Красная Чувашия" хуçалăхсенче вырма мĕнле пынипе паллашнă.

Районĕпе кăçал 10776 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртмелле, ку вăхăт тĕлне 680 гектар (6 процент) çапса илнĕ. Гектар пуçне вăтам тухăç 18 центнерпа танлашать.

В.ВАСИЛЬЕВ.



31 июля 2015
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter