Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери кооперативсен кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ветеранĕсем, пайҫисемпе ӗҫченӗсем!

 

Професси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери кооперативсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Потребительсен кооперацийӗ коопераци юхӑмӗн уйрӑлми пайӗ шутланать тата ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывать.   

Нумай енлӗ ӗҫе аталантарса, йӑла-йӗркене упраса эсир пысӑк ҫитӗнӳсем тӑватӑр тата потребитель рынокӗнчи конкуренци хутлӑхне пулӑшса пынӑ май Раҫҫейри потребительсен союзӗсен малти ретӗнче тӑратӑр.

Шанчӑклӑ ҫирӗп ӳсӗм, аталанӑвӑн ҫӗнӗ майӗсене шырани, инноваци проекчӗсене пурнӑҫлани, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени, кадрсемшӗн тата хӑвӑр ветерансемшӗн тӑрӑшни, патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени – ҫаксем пурте Чӑваш Ен потребительсен кооперацийӗшӗн кӑтартуллӑ енсем. 

Сире пултаруллӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп тата пӗтӗм чунтан ҫирӗп сыв­лӑх, телей тата професси ӗҫӗ-хӗлӗнче малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха  пурнӑҫлакан                                                    М. Игнатьев



04 июля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter