Елчĕк районĕ: ĕçлĕ тĕлпулу

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Филиппов ĕнер ĕçлĕ тĕлпулупа Елчĕкре пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе Николай Петровпа тата "ДПМК "Яльчикское" ООО директорĕпе Вячеслав Сядуковпа пĕрле вăл Юбилей урамĕнчи нумай хваттерлĕ 4, 11, 12-мĕш, Кооператив урамĕнчи 77-мĕш çуртсен картишĕсенче республика бюджетĕнчен уйăрнă тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса асфальт çул сарнипе паллашрĕ.

Яваплă ĕçе "ДПМК "Яльчикское" ООО коллективĕ пурнăçланă, республика хыснинчен уйăрнă 1 миллион та 390 пин тенке яхăн укçа-тенкĕпе усă курса асăннă нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене пĕтĕмпе 1226 тăваткал метр асфальт çул хывнă. Сăмах май, малтанхи тапхăрта нумай хваттерлĕ 10 çурт умĕнчи çул-йĕрпе тротуарсене, çав шутран 6 çурт умĕнчи 1435 тăваткал метр лаптăка 1365,7 пин тенкĕлĕх юсанă пулнă. Унсăр пуçне, юлашки 5 çулта нумай хваттерлĕ 20 çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

...Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ тивĕçе ăнăçлă пурнăçа кĕртни куç умĕнче. 2011 çултан тытăнса нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тĕпрен юсамалли программăпа килĕшỹллĕн 2014 çулхи тапхăрта республикăра пурĕ 183 картиш территорийĕнчи тата 83 урамри çулсене юсанă.

Хальхи саманара çул-йĕр тума укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулин те патшалăх пулăшнипе усă курса çулсерен тĕрлĕ объектсем хута каяççĕ. Иртнĕ çул 4110 метрпа танлашакан "Комсомольски - Елчĕк - Кĕçĕн Таяпа" автомобиль çулне туса пĕтерни те Елчĕк районĕнче пурăнакансемшĕн мĕн тери пысăк парне тата савăнăç пулчĕ. Кăçал "Комсомольски - Елчĕк - Пăва (Тутарстан)" çулне 3500 метр тĕпрен юсаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.



06 июля 2015
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter