Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан канашлăва ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан канашлăва ирттернĕ. Чăваш Республикин Граждăнла оборона тата черезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров республикăри оперативлă хыпарпа паллаштарнă.  Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче каçхине Патăрьел районĕнче 7 хуçалăхра вăйлă асар-писер çиле пула, çумăр вăхăтĕнче хуçалăхсем инкек тӳснĕ. Çиçĕме пула, Каçал ен тата Муркаш районĕсенче пушарсем тухнă, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел районĕсенче электричество пралукĕсем татăла-татăла ӳкнĕ.  Вениамин Петров кăлтăксене çак кунах, каçхине 22:30 минут тĕлне пĕтĕмпех  йĕркене кĕртсе пĕтернине каланă. Михаил Игнатьев çынсене асăрхануллă пулма ыйтнă. «Эпир, паллах, инкеке лекнисене пĕччене пăрахса хăвармăпăр, анчах та халăхăн хăйĕн те тимлĕрех, асăрхануллăрах пулма тăрăшмалла», - тенĕ вăл. Пурлăха вăхăтра страховани ĕçне йĕркелесе ирттерни те питĕ вырăнлă пулнине палăртнă. Республикăри медицина учрежденийĕсенче ĕç укçипе туллин  тивĕçтернипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн каласа кăтартнă.  Министр врачсен вăтам ĕç укçин шайĕ 31 пин те 133 тенкĕ, вăтам медицина персоналсен 17 пин те 835 тенкĕ, кĕçĕн медперсоналсен 11 342 тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхипе илсен шалу укçи ӳсни куçкĕретех. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов вĕренӳ тытăмĕнчи шалу укçисем пирки чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитательсен 17 пин те 450 тенкĕ, учительсен - 20 пин те  407 тенкĕ, професси пĕлĕвĕ илме вĕрентекенсен 20 пин те 989 тенкĕпе танлашнине асăннă.  Михаил Игнатьев бюджет тытăмĕнче тăрăшакансене ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтермеллине, Раççей Президенчĕ Владимир Путин указĕсене тĕпе хурса пур тĕллевсене те туллин пурнăçа кĕртсе пымаллине палăртнă. Чăваш Республикин  чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службин ертӳçи  Владимир Кузюков сунарçăсемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Палăртнă тытăмра çирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн докладĕнче иртнĕ эрнере  Мускавра Раççей Культура министерствинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул, Шупашкар хулине 550 çул çитнине халалласа йышăннă йĕркелӳ комитечĕн канашлăвĕ пирки каласа кăтартнă. Хальхи вăхăтра çак уявсене хатĕрленсе çул-йĕрсене тата ытти объектсене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕне çирĕплетнине пĕлтернĕ. Канашлура Иван Моторин Чăваш Республикинчи кадр потенциалне йĕркелессипе ятарласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе тата Н.Э. Бауман ячĕллĕ Мускаври патшалăх техника университечĕпе, «Трактор завочĕсем» концерн» ККУ» ТМЯО тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. 



06 июля 2015
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter