Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «ФРОСТО» ТМЯО çитсе килнĕ

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «ФРОСТО» ТМЯО çитсе килнĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Палăртнă предприяти 2011 çулта хута кайнă. Холодильниксем валли шкафсем тата ытти хатĕрсем калăплассипе питĕ аван ĕçлет. Сăмах май калас пулсан, предприяти таварсене калăплассипе паянхи рынокра паллă. Вĕсен таварĕсемпе Раççей регионĕсенчи тата унăн тулашĕнчи предприятисемпе организацисем аван усă кураççĕ. Предприяти тупăшпа ытларах пурлăхпа техника базине çирĕплетме тăрăшать. Хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсемпе усă курать, тавар пахалăх шайне куçкĕретех ӳссе пырать. Михаил Игнатьев производство лаптăкĕсене пăхса çаврăннă, таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă, предприятийĕнче çĕнĕрен хута каякан корпус ĕçĕпе паллашнă. Вăл «ФРОСТО» ТМЯО  ертӳлĕхне çакăн пек кăтартуллă ĕçлесе пынăшăн, производствăна аталантарма  пысăк инвестици хывнăшăн ырласа тав тунă.  «Енчен те эпир маларах çакăн йышши таварсене чикĕ леш енчен кӳрсе килнĕ пулсассăн, халĕ вара хамăр тăрăхрах калăпланни çав тери аван. Ача сачĕсенче, шкулсенче ытти учрежденийĕсенче сирĕн хатĕрсемпе усă кураççĕ. Импорт япаласенчен хăтăлса пырассипе курăмлăнах ĕçлесе пыни паха. Сăмахпа анчах мар, ĕçпе те çирĕплетсе пыратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕлпулăва пухăннисемпе вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки канашланă, çынсене вырăнтах хурав панă. Тĕплĕнрех 



06 июля 2015
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter