Элĕк районĕ: лайăх пăхсан тухăç та илетĕн

Хĕвеллĕ ăшă çанталăк, çумăр çуни ял хуçалăх культурисене хăвăрт аталанса ÿсме май пачĕç. Тĕш тырă уйĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс евĕр хумханаççĕ. Çĕр улми те парка ешерет, чечеке те ларчĕ. Пахча çимĕç калчисем те чĕрĕлсе вăй илчĕç. Çĕр ĕçченĕ-сен çапах та лăпланма сăлтав çук. Пысăк тухăçшăн тăрăшса татах та вăй хумалла. Паллă ĕнтĕ, халĕ ял хуçалăх культурисене агротехникăна пăхăнса пăхса ÿстерессипе хĕрÿ тапхăр.

Иртнĕ кунсенче тĕш тырăсен уйĕсенче ĕç шавĕ тăчĕ. Ятарлă агрегатсем çум курăксене, чир-чĕрпе хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешсе, калча лаптăкĕсене химилле препаратсемпе имçамларĕç. Ку енĕпе «Новый путь», «Правда», «Авангард», Ульянов ячĕллĕ тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тăрăшса ĕçлерĕç. Вăйлă çумăр хыççăн çум курăксем татах та ашкăрса ÿсме тытăнни палăрать. Калча уйĕсене сăнанă май чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă та сарăлма пуçлани курăнать. Пĕрисем çулçăсене, теприсем чечексене сиен кÿреççĕ. Халĕ, авă, тĕш тырăсем те пуç кăларчĕç. Шел пулин те, пучаха «тапăнаканнисем» те пур. Ку енĕпе юлашки çулсенче «сиенлĕ шапа» текенни палăрать. Çак хурт-кăпшанкă пучахри тырă пĕрчине кăшласа сăтăр тăвать, çавна май тухăçа, тырă пахалăхне чылай чакарать. Курăк пыйти (тля), уй пăрçи пысăк сиен кÿни çинчен те манмалли çук, вĕсене асăрханипе пĕрлех кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Химилле препаратсене РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕнче те туянма пулать. Районта çĕр улми 645 гектар йышăнать. Ăна «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество 120 гектар таранах лартса хăварчĕ. С. Волков, В. Журавлев, Г. Исаев, В. Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем те пысăк лаптăк çинче ÿстереççĕ. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» тухăçлă ÿстерессипе пуян опыт пухрĕç. Ретсем хушшине кăпкалатсах тăраççĕ, минераллă удобренисемпе те апатлантараççĕ. Çĕр улми вăрлăхне лартиччен препаратпа имçамланă май чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă сиенлес хăрушлăх та чакрĕ. «Новый путь» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем люцерна вăрлăхне вырăнта та хатĕрлеççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем пахча çимĕç туса илессипе те палăраççĕ. С. Волков, В. Узянов, В. Варламов купăста ÿстерессипе уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Асăннă хуçалăхсенче халĕ калчана кирлĕ пек пăхса ÿс терессишĕн тăрăшни куç кĕрет. Купăстана уй пăрçи, шурă лĕпĕш тата ыттисем сиенленине тĕпе хурса химилле препаратсем сапса тухнă. Калчасене лайăх пăхса ÿстеретĕн - тухăçне те илетĕн.



06 июля 2015
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter