Элĕк районĕ: ял уявĕ кашнине савăнăç парнелерĕ

Чăвашсен ял кунне уявласси йăлара. Теçетке çул каялла вăл уйрăмах вăйланчĕ. Ял-йыш пĕрле пухăнни, савăнни, пĕтĕмлетÿ туни, маттурсене чыслани, хавхалантарни - çакă пĕтĕмпех кирлĕ. Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. Çак каларăш Пĕчĕк Карачура ялĕнче пурăнакансемшĕн те чуна çывăх. Кунта çулсеренех ял уявне ирттереççĕ. Шăматкун кăнтăрла тĕлне ял вĕçне Онуфриевсен кил хуçалăхĕ патне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Ял кунне «Алран кайми аки-сухи» юрăран пуçларĕç.

Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов уçрĕç. «Пĕчĕк Карачура ялĕнче тĕлĕнмелле ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Уйрăмах манăн Онуфриевсене тав сăмахĕ калас килет. Эсир ял пуласлăхĕшĕн, унăн хăтлăхĕшĕн тăрăшатăр. Çакăнăшăн Сире питĕ пысăк тав», - терĕ Эдуард Владимирович, çак уява йĕркеленĕ Лидия Онуфриевăна район администрацийĕн тата Культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствин Тав хучĕсемпе тата парнепе чысларĕ. Çавăн пекех Вячеслав Михайлович ялти хастарсене - Иван Кузьмина, Светлана Ефремовăна, Георгий Никитина, Раиса Кузьминана, Галина Трофимовăна та ырăпа асăнчĕ, вĕсене обществăлла ĕçсенче хастар пулнăшăн тав турĕ, Тав хучĕпе парнесем пачĕ. Лидия Онуфриева та уява йĕркелеме пулăшнă Евгений Петрова, Эдуард Ефремова, Юрий Иванова Тав хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.

Кăçалхи уява Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине, Раççейре Литература тата Чăваш Енре К. В. Иванов çулталăкне халалларĕç. Ял уявне ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркене, культурăна сыхласа хăварас, çамрăксене тăван халăхăн чун пуянлăхне упрама хăнăхтарас тĕллевпе те ирттерчĕç. Уява килнисен канăвне лайăх ирттерме мĕнпур услови туса панă. Хăнасене илемлетнĕ сцена, лармалли тенкелсем, апат-çимĕпе тулли сĕтелсем, тирпейпе илем тыткăнларĕç.

Мероприяти пахалăхĕ сценарие еплерех хатĕрленинчен, унăн тĕшшине палăртнинчен нумай килет. Сцена çине «Нарсписем» тухса пĕрин хыççăн тепри юрăсем шăрантарчĕç, вăйă картине тăчĕç. «Сетнер» те хăйĕн илемлĕ сассипе пурне те тыткăнларĕ. Тăвăш Юнтапа культура çуртĕнчи «Çутă ĕмĕт» эстрада ушкăнĕн артисчĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе хĕрсем уява илемлĕ сăвă-кĕвĕпе, юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Акă ăçта курăнать иккен чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕрки. Унăн культури чăннипех те иксĕлми.

Ял кунĕ савăнăçлă иртрĕ. Пухăннисем конкурссенче тата лотерейăра палăрчĕç, парнесене тивĕçрĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ таврана ян! кайрĕ. Пурте пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Унтан тутлă шÿрпепе тата техĕмлĕ сăрапа сăйланчĕç.



07 июля 2015
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter