Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ «Раççей ачисем – миршĕн» патриотла акцире Чăваш Енрен 12 ача çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш лицейра «Раççей ачисем миршĕн» Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ акци çĕнтерӳçисене  наградăсем парса хавхалантарнă. Мероприятире Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Генеральнăй канаш Президиумĕн членĕ  Алена Аршинова,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Акцине хутшăннă ачасен ашшĕ-амăшĕсене ырласа  Михаил Игнатьев тав тунă. Вĕсем хăйсен пепкисем мĕн ачаран Раççей историне пĕлсе ӳсччĕр тесе сахал мар вăй хунине каланă. «Ашшĕ-амăшĕсем яланах хăйсене кирлĕ пек лайăх туйччĕр, пурте ыранхи куна шанса пурăнччĕр, вĕсен ачисем пысăк пĕлӳ илччĕр, малашлăхра ачасем хăйсен пуçарулăхне пурнăçа кĕртме пултарччĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче конкурсра çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнисен шучĕпе илес пулсан, Чăваш Ен малтисен ретĕнче тăнине каланă. Пирĕн регионпа  пĕр танах Пушкăртстан тата Мордва Республики  пулнине палăртнă.   Пухăннă ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе  Алексей Тарбаев, тăватă çулхи çĕнтерӳçĕ Алисăн  ашшĕ, акцие йĕркелекенсене, ачасене хăйсен çемье, Раççей историне пĕлсе, ун çинчен тарăнрах шухăшлама май паракан мероприятие ирттернĕшĕн савăнса  чĕререн тав тунă.  Çĕнтерӳçĕсем пурте парнене тата сертификата тивĕçнĕ. Палăртнă акцине парти проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă. Ăна хальхинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ. Конкурса пурĕ Раççейри 18 пин патнелле ача хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Енрен палăртнă конкурсра 12 ача çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсем: Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Каçал енрен тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчен пулнă. Тĕплĕнрех

 



08 июля 2015
20:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter