Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕпе Михаил Давыдовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Н. Н. Блохин ячĕллĕ онкологи наука центрĕн директорĕпе, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕпе, Михаил Давыдов профессорпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, республикăри онкологи больницин тĕп врачĕ Лидия Воропаева хутшăннă. Михаил Игнатьев пĕтĕм тĕнчипе паллă врача чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн, республикăри онкологи диспансерне сывлăх сыхлавне аталантармалли программăпа килĕшӳллĕн пулăшу кӳнĕшĕн тав тунă. «Чăваш Енре вилӗм патне илсе ҫитерекен чирсем хушшинче рак чирĕ виççĕмĕш вырăнта тӑрать. Эпир республикăри онкологи больницине пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтеретпĕр тата модернизацилетпĕр. Хирурги уйрăмĕн çуртне хăпартатпăр. Пирĕн тĕллев - чире  шала каяссинчен сирсе вăхăтра тупса палăртасси, кирлĕ пек медицина пулăшăвĕ парасси. Юлашки тăватă çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн тытăмне   5 млрд. тенкĕ хывнă. Сахал мар ĕç пурнăçланă. Районсемпе хуласенче, пĕчĕк ял тăрăхĕсенче вырнаçнă медицина учрежденийĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ, ҫӗнӗ ФАП çурчĕсем çĕклетпӗр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Çĕршыври тĕп онколог Михаил Давыдов чи малтанах Шупашкар илемĕ пирки сӑмах хускатнӑ. Вăл Чӑваш Енре халăх пурнăçĕн условийӗсене лайăхлатас тата сывлăха çирĕплетес тӗлӗшпе йышăннă «Сывлăх профильне» пысăка хурса хакланă. «Сывлăх профилĕ енӗпе туса хатӗрленӗ буклетсем - лайӑх ӗҫ. Вӑл сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче ҫирӗплетес тата ăна сарас енӗпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Обществăна сывлăх патне туртăнма хистет. Ҫакӑ влаç халăх хушшинче тӑвакан ӗҫре культура шайӗ пысӑккине палӑртать», - тесе каланă сумлă хăна. Тӗплӗнрех

 



08 июля 2015
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter