Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев: «Ял хуçалăх производствине Чăваш Ен лайăх хăвăртлăхпа аталантарать. Республика хальхи пурнăçпа тан утать»

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче «Атăл тăрăхĕнчи уй-хир кунĕ – 2015» мероприятие  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хутшăннă. Çак кун унта Атăлçи федераци округĕнчи агропро­мыш­ленноç комплексне аталантарас енӗпе ĕçлекен канаш ларăвĕ те иртнĕ. Мероприятие Раççей Федерацийĕн  Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев тата ытти представительсем хутшăннă. Чăваш Енрен Михаил Игнатьевпа пĕрле ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем пулнă.   Ларура ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сӳтсе яв­нă. Михаил Бабич хăйĕн докладĕнче тĕп ыйтусене палăртнă. Паян ял хуçалăхне малалла аталантарса пырасси, палăртнă ыйтусене вăхăтра татса панийĕнчен килнине асăннă. Банк-кредиторсемпе тухăçлăн ĕçлеме хушнă. Ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Усă курман çĕр лаптăкĕсем  пирки аса илнĕ, çĕрсенчен 15 проценчĕпе пачах та усă курманнине палăртнă. Чи лайăх çĕрсене ĕçлеттерсе ярасси çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ Михаил Бабич. «Раççей территорийĕнче Атăлçи федераци округĕн лаптăкĕ 6 процент йышăнать, ял хуçалăх таварĕсемпе 25 процент ĕçлеççĕ. Пирĕншĕн ял хуçалăх тытăмĕ тĕп никĕс шутланать. Чи кирли лайăх енсене упраса хăварасси, малашлăхра аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесси», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев регионшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки сăмах пуçарнă. Патшалăх пулăшăвĕпе эффективлă усă курасси çинчен калаçнă.  2016 çулта федераци хыснинчен регионсене валли субсиди валеçсе пани пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Республикине хăмла ӳстерме пулăшу кӳме ыйтнă. «Паянхи рынок тытăмĕнче хăмлана самаях ыйтаççĕ. Пирĕн республикăра ăна çитĕнтерме пур услови те çителĕклĕ», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев Чăваш Ен ял хуçалăх производствине аталантарса пырассипе лайăх ĕçлесе пынине çирĕппĕн каланă, республика хальхи пурнăç таппипе пĕр тан утса пынине палăртнă.  Чăваш Енре аграри секторне пулăшу кӳресси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. 2014-2015 çулсенче ял хуçалăх таварĕсен производство индексĕ пур категорири хуçалăхсенче те республикăра 102,1 процента çити хăпарнă, ӳсĕм пурне те савăнтарать. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, аш-какай тирпейлессипе  регион 4-мĕш вырăнта тăрать. (2014 çулта 7-мĕш вырăнта пулнă). Сĕт-çу тирпейлессипе те сăвăмĕпе те округра чи лайăх 8 регион шутне кĕнĕ. Çурхи уй-хир ĕçне вăхăтра пурнăçланă. Республикăра 573,7 пин. гектар çĕре тирпейлесе акса хăварнă. Нумай çул хушши усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те республикăра лайăх ĕçлеççĕ. Пурĕ те регионта усă курман ял хуçалăх валли уйăрнă  çĕр лаптăкĕсем 40 пин га. тăрса юлнă. Халăха пахалăх тĕлĕшĕнчен лайăх таварсемпе тивĕçтересси, хальхи пурнăçпа тӳр килекен производство комплексĕсене хута янийĕнчен пĕтĕмпех килет. Республикăра 30 инвестици  проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тата та 2015 çулта аграри тытăмне 8,5 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртса хунă. Юлашки çулсенче регионта пысăк технологиллĕ производствăсем хута каяççĕ. Калăпăр: «Ядринмолоко» АУП, «Девелей» ТМЯО. Шупашкарти аш-какай предприятийĕпе сĕт-çу, сыр базине те модернизациленĕ, вĕсен таварĕсене çĕршыври пасарсене сахал мар вырнаçтараççĕ. Канашра «Develey GmbH» нимĕçсен компанийĕ тĕрлĕ соуссем калăплассипе тимлет. Çак ушкăн Раççейре пуçласа Канаш хулинче хăйĕн производствине хута янă. Аграри тытăмне патшалăх çултан çула пулăшу парассине ӳстерсех пырать. 2015 çул валли ял хуçалăхне аталантарма 2,69 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă, çак пулăшу 2014 çулхипе танлаштарсан чылай пысăк. Тĕплĕнрех



08 июля 2015
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter