Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячĕпе саламлани

  Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн са­лам­латӑп!

Ҫемье кирек хӑш саманара та кӑмӑл-сипетпе общество хаклӑхӗсен тӗп управҫи, юратупа ӑшӑ кӑмӑллӑх тата хӑтлӑх ҫӑл куҫӗ шутланнӑ, ку вӑл ха­лӗ те ҫап­лах. Тӑван ҫӗршыва юратасси тӑван килтен пуҫланать. Ҫирӗп ҫемье – вӑй­лӑ Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн тӗрекӗ.

«Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ… Ҫемьен лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Ки­лӗ­ш­­терсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синке­рӗ­сем хӑру­шӑ мар», - тесе вӗрентнӗ Аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев.

 Ҫемье институтне ҫирӗплетес, унӑн хаклӑхӗсене чӗртсе тӑратас, нумай ачаллӑ ҫемьесене пур енлӗ пулӑшу парас ыйтусем республикӑри пат­ша­лӑх влаҫӗн органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗнче пӗлте­рӗшлӗ вы­рӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ.

Эпир тунӑ йышӑнусем хӑйсен тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетсе па­чӗҫ. Юлаш­­ки ҫулсенче Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 про­цент чух­лӗ ӳсрӗ, нумай пурӑнакансен йышӗ вара –18 процент чухлӗ.

Хаклӑ туссем! Пирӗн пӗрле пурӑнмалла тата пӗрле вӑй хурса ӗҫле­мелле! Ҫемье ырлӑхне ҫирӗплетме, унӑн социаллӑ тӑрӑмне лайӑхлатма пу­лӑ­ша­кан ӗҫ­сене те пӗрлех пурнӑҫламалла.

Сирӗн килӗрте яланах тараватлӑхпа юрату, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх ху­ҫа­­ланч­­чӑр, ача-пӑчан хаваслӑ кулли янӑраса тӑтӑр! Сире тата ҫывӑх ҫын­нӑр­­сене ырлӑхпа ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                             М.Игнатьев



08 июля 2015
15:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter