Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларăва уçиччен, чи малтан пухăннисене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламланă. Хыççăн Чăваш Республикинчи вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма йышăннă Указа алă пусса çирĕплетни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев регионта юлашки çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма сахал мар условисем йĕркелесе панине каланă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума çирĕп тĕллевсем лартнă. Бизнес тытăмĕнче тăрăшакансен пысăк производствăллă ĕç вырăнĕсене хатĕрлемелле, ĕç укçин шайне ӳстермелле. Пысăк предприятисемпе танлаштарсан, пĕчĕккисем шухă ĕçлеççĕ. Чăваш Енре предпринимательсене пур енчен те витĕм кӳме тăрăшатпăр. Бизнес-инкубаторсем, нумай функциллĕ центрсем хута каяççĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ларăва пухăннисене Чулхулана Атăл тăрăхĕнчи уй-хир кунĕ мероприятие Чăваш Енрен делегаци кайса килни çинчен каласа кăтартнă. Раççей шайĕнче те, Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче те ял хуçалăхĕпе çыхăннă бизнес эффективлă ĕçлесе пынине палăртнă. Чи лайăххисенчен пĕри пирĕн регион», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе усă курни, производствăн тăкакне чакарма пулăшать», - тесе палăртнă вăл. Чăваш Ен Правительство членĕсем хăш-пĕр саккунсене çĕнĕлĕхсем кĕртнине ырланă. Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан вырăнсене тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă  ĕç йĕркине çирĕплетнĕ. Ку енĕпе кашни муниципалитетра ятарлă комисси пулмалла. Çакăн пек йышăну тусан, ĕç хăвăртлăхне ӳстерме пулĕ, усăсăр юсав ĕçĕсене ирттерессинчен  пăрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче 2015 çулта нумай хваттерлĕ 281 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли пирки асăннă, вĕсене валли 246 млн. тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. (180 млн. патшалăх уйăрать, 66 млн. халăхран пуçтарăнать). Олег Марков çынсем çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕне ăнланса пуçтарнине каланă. Михаил Игнатьев палăртнă тĕп ĕçсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтермелли пирки асăрхаттарнă.  Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн сăмахĕнче 2015 çулта республикăн Çул-йĕр фончĕ çулсене валли 246 млн. тенкĕ уйăрнине, вĕсенчен паян пурĕ 54 процентне ĕçе кĕртме те ĕлкĕрнине каланă.  Чăваш Республикин  конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова транспорт тӳлевĕ пирки калаçнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



08 июля 2015
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter