Вăрнар районĕ: ялсем аван пулсан – çĕршывăмăр пуян

2016 çулта çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртмелле. Юлашки хут 2006 çулта пулнă вăл. Унтанпа лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Агропромышленноç комплексĕнчи ĕç-хĕле тĕплĕн пĕлмесĕр отрасле кирлĕ пек пулăшма йывăр. Çырав Чăваш енре 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртĕ.

Çак кунсенче Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерессипе Правительство комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Правительство комиссийĕн членĕсем, район-хула ертÿçисем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Çырав çĕр пурлăхне, унпа мĕнле усă курнине, ялхуçалăх культурисен лаптăкне, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп шутне, ялхуçалăх продукцине туса илсе сутнине тата ыттине туллин пĕлме май парать.

Мероприяти программине 2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри тата 2012 çулхи сăнавлăх иртнĕ çыравсене шута илсе хатĕрленĕ. Унсăр пуçне перепиçре юлашки вунă çулта ялхуçалăх технологийĕ мĕнле улшăнса пынине те шута илĕç. Предприятисен производство инфраструктури, технологийĕ йăлтах çыравра паллă пулĕ. Сăмахран, ÿсен-тăрана сăтăрçăсемпе хурт-кăпшанкăран биологи мелĕпе хÿтĕлени, лаптăка шыва тумлатса шăварни тата ытти те. Патшалăх пулăшăвĕ отрасле витĕм кÿнине пĕлме перепиç хутне çĕнĕ ыйтусем – кредитпа мĕнле усă курнине, федерацирен тата регионран паракан субсидисене илнине – кĕртнĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш енре çырава хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Нормативпа право никĕсне, çыравра шута илмелли объектсене палăртаççĕ, список тăваççĕ. Кăçал хатĕрленÿ тапхăрĕн малтанхи ĕçне вĕçлемелле.



08 июля 2015
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter