Михаил Игнатьев: "Ҫирӗп ҫемье – вӑй­лӑ Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн тӗрекӗ"

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа чылай çул пĕрле пурăнса юратăва упраса, çемье ăшшине сыхласа хăварма пултарнă, пархатарлă ывăл-хĕр çуратса халăха юрăхлă çитĕнтернĕ 11 çемьене  Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Уява пухăннисене Михаил Игнатьев чун-чĕререн саламланă. «Çемье - патшалăх тĕрекĕ, обществăн тĕп пайĕ. Кунта ăс-хакăл, хуçалăхпа йăла, эстетика тĕлĕшĕнчен çынсен хутшăнăвĕсен курăмлă енĕсем палăраççĕ. Çирĕп çемьесенче мал ĕмĕтлĕ, ыттисен хушшинче уйрăларах тăракан çынсем çитĕнеççĕ. Нумай нациллĕ республикăмăр килĕшӳе пурăннине те кил-йышри хутшăнусемех витĕм кӳреççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Çемье, ачасем, тăван кил, çывăх çыннăм сăмахсем кашни çыншăн питĕ хаклă. Çакă пурнăçăн тĕп пуянлăхĕ. Сире Раççей тата Чăваш Ен патшалăх наградисемпе чысламашкăн мана уйрăмах кăмăллă. Ачасене пăхса ӳстересси, таса юратăва упраса хăварасси - чăн-чăн телей кăна мар, пысăк яваплăх та», - тенĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятие уçнă май. Çемьесенче 8-шар ача тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерекенсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. «Çемье пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать тесе ахальтен каламан. Çакна хăвăр тĕслĕхĕрпе кашни çирĕплететĕр. Тавах сире çакăншăн", - тенĕ вăл. Çемье пархатарĕ яланах хисепре пулнă. Паха çак ене малашне те упраса хăварасчĕ. «Эпир çемье институтне çирĕплетессине тивĕçлипе хаклатпăр. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшать: амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерет, çĕр лаптăкĕ тӳлевсĕр уйăрать, уйăхсерен пособи парать тата ытти те. Чăваш Республикинче юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесен шучĕ курăмлăнах ӳссе пырать. Республикăра пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, куллен спорта çӳрет», - тенĕ вăл.  «Юратнă Раççейĕн, Чăваш Енĕн тĕп тĕрекĕ – çирĕп çемье», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй сăмахне Михаил Игнатьев. Ăшă салам йышăнма чи малтанах ордена тивĕçнĕ Белинскихсен  çемйи тухнă. Валерий Александровичпа Наталия Николаевна каланă тăрăх, вĕсене пĕр-пĕринпе республикăшăн тăрăшса ĕçлени хавхалантарса, çемьен çирĕплĕхне тытса пыма пулăшнине пĕлтернĕ. Пĕр-пĕрне савса, чунпа парăнса пурăнаççĕ, хăйсен «Калинка» ача садĕнчи пепкесене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшаççĕ. Сумлă хисепе тивĕçнĕ Шупашкарта пурăнакан Анатолий Петровичпа Вера Геннадьевна Яковлевсен çемьи республика ертӳлĕхне нумай ачаллă çемьесене пулăшу кӳнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. Чăваш Республикинче çемьесене пулăшу кӳресси çине кулленех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Халлĕхе регионта нумай ачаллă  10559 çемье шута илнĕ. Пĕр-пĕринпе пĕрлешнĕренпех килĕштерсе 25 çул е ытларах пурăнакан, ача-пăча çуратса тĕрĕс çул çине кăларнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа е медальпе наградăласси йăлана кĕнĕ. 2015 çулта 70  çемьене çак наградăна парса хавхалантарĕç. Тĕплĕнрех



08 июля 2015
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter