Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев РФ уйрăм субъекчĕсене пулăшу памалли мерăсем пирки ирттернĕ канашлу ĕçне хутшăннă

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Унта вăл Раççей Федерацийĕн Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев РФ уйрăм субъекчĕсене пулăшу памалли мерăсем пирки ирттернĕ канашлу ĕçне хутшăннă. Канашлу вăхăтĕнче РФ Президенчĕ  Владимир Путин çу уйăхĕнче кăларнă указĕсем епле пурнăçланин кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Дмитрий Медведев çăмăлах мар финанспа экономика лару-тăрупа пĕтĕмĕшле регионсем йĕркеллех ĕçленине каланă. Регионсенчи влаçсем шайлаштарса пĕр тан йышăннă бюджет политикипе,  социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерсе пынине асăннă. Пенсипе тивĕçтерес, социаллă пĕлтерĕшлĕ пособисем парас ĕçсем пĕтĕмпех вăхăтра пулса пынине палăртнă. Премьер-министр хăйĕн сăмахĕнче Раççей Правительстви бюджет валли уйăрнă кредит парас ĕçе, унсăр пуçне регионсене валли субсидисем уйăрма малалла та палăртса хунине асăннă. «Инвестици ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе тата та мĕн ĕç пурнăçламаллине,  регионсене тата та хушма тупăш епле илсе çитермеллине пăхса тухмалла.  Нумайрах эффект паракан, тен,  пуçланă проектсене пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрмалла», - тесе хăй шухăшне тăснă малалла Дмитрий Медведев. Актуаллă ыйтусене тишкернĕ вăхăтра, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  «Трактор завочĕсем» концерн» ККУ» ТМЯО пулса иртекен ĕç-пуç пирки чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев çĕршыв ертӳлĕхне Тракторсен завочĕн кредитне реструктуризацилеме йышăну тунăшăн тата ĕç рынокĕнчи йывăрлăха сирсе яма йышăннă республикăри программăна пурнăçлама хушма укçа-тенкĕ уйăрнăшăн  тав тунă. Тĕплĕнрех 

 



09 июля 2015
17:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter