Элĕк районĕ: «Трактор» операци пуçланчĕ

 

2015 çулхи августăн 1-31-мĕшĕсенче районта профилактика операцийĕ - «Трактор» уйăхлăх пырать. Вăл тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительство тата ытти машинăсемпе прицепсене хăрушлăхсăр ĕçлеттерес тĕллевпе иртет.

Операци пынă вăхăтра тракторсене, хăй тĕллĕн çÿ- рекен çул-йĕрпе строительство тата ытти машинăсемпе прицепсене çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн, пурлăхшăн, тавралăхшăн хăрушсăрлăх нормативне тивĕçтернине шута илсе тĕрĕслетпĕр.

Паянхи куна илсен, районта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене 951 единица регис- трациленĕ. Çав шутран агропромышленность комплек- сĕнчи техника - 268, килти секторти - 652, тĕрлĕ организацисенчи 31 единица. Пĕтĕм тракторсемпе прицепсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен 463 единици (48,7 процент) техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

 



01 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter