Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чукун çул ĕçченĕн кунĕ ячӗпе саламлани

Чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Чукун çул ĕçченĕн кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Чукун çул транспортăн тĕп çулĕ, Раççейĕн транспорт тытăмĕн стратегилле тата шанчăклă сыпăкĕ пулса тăрать. Хурçă магистральсем Чăваш Ене ытти хуласемпе çыхăнтараççĕ, пассажирсене тата тĕрлĕ тиеве кирлĕ çĕре çитерессине куллен тата шанчăклăн йĕркеллĕ тивĕçтереççĕ.

Чăваш Республики Раççей чукун çулĕн сечĕн чи пĕлтерĕшлĕ операторĕпе - "Раççей чукун çулĕсем" АУОпа - йĕркеленĕ партнер хутшăнăвĕсене пысăка хурса хаклать.

Чăваш Енри промышленноç комплексĕн организацийĕсем "Раççей чукун çулĕсем" АУОпа икĕ еншĕн те усăллă килĕшÿсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Паян 26 предприяти чукун çул транспорчĕ валли кирлĕ продукцие кăларать - вăл пахалăхĕпе Европăра кăлараканнинчен пĕрре те кая мар.

Юлашки çулсем - çĕршывăн чукун çул машиностроенине тата регионăн промышленноç вăй-хăватне аталантарас тесе пĕрле çине тăрса ĕçленĕ вăхăт. Çав çулсенче тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ вăтамран 12-15% ÿсрĕ, пĕрле çыхăнса ĕçлекен предприятисен шучĕ икĕ хут пысăкланчĕ.

Пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан" чукун çул магистральне туни малашлăхра Чăваш Еншĕн çĕнĕ майсемпе шанăç уçать. Çак пысăкран та пысăк инфратытăм проекчĕ çулçÿрев вăхăтне палăрмаллах чакарать çеç мар, пĕтĕм экономикăна çĕнĕ вăй хушать, социаллă сферăна çирĕплетес ĕçе те тÿрремĕнех витĕм кÿрет.

Чукун çул отраслĕн хисеплĕ ветеранĕсем! Сире пурнăçри хастар позицишĕн, паха опытăршăн - эсир ăна çамрăк ăрăва паратăр - чĕререн тав тăватăп.

Шансах тăратăп: опыт тата професси ăсталăхĕ чукун çул ĕçченĕсене халĕ пур вăй-хăвата сыхласа хăварма тата нумайлатма, отрасль умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă татса пама пулăшĕç.

Сире тÿрĕ кăмăллă ĕçĕршĕн, хăвăр суйласа илнĕ ĕçе чунран парăннăшăн тата тăрăшса вăй хунăшăн тав тăватăп.

Пурне те çирĕп сывлăх тата телей сунатăп, пурнăçри тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр!

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене

вăхăтлăх пурнăçлакан                                                                             М.ИГНАТЬЕВ 



01 августа 2015
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter