Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канаш хулине йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Канаш хулине йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ чаплă пулăма хутшăннă. Вăл ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май, хулари «Локомотив» стадионти спорт мероприятине пăхнă, Канаш хулин тата Канаш районĕнчи Шăхазан салин уявĕсенче пулнă. Спорт уявне пухăннисене Михаил Игнатьев хулан юбилейĕпе саламланă, кашни çын пурнăçĕнче спорт тивĕçлĕ вырăн йышăнтăр тесе, республикăра сахал мар ĕç йĕркелесе ирттернине асăннă. Хулан çуралнă кунне хатĕрленсе, «Локомотив» стадиона реконструкцилени паха парне пулнине каланă. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова хăйĕн сăмахĕнче, республика Правительствин политикине кура, спортпа,  сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ кулленех ӳссе пынине каланă. Çак кун Çулăмпа кĕрешекенсен скверне уçнă пулăма та Михаил Игнатьев хутшăннă. 2014 çулта çак Сквера уçасси пирки  МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ертӳçин çумĕ    Василий Нягин, Канаш хулинчи пушар хуралĕн сыхлавĕн ĕçне 13 çул пăхса пынă, МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕ, Канаш хулинче çуралса ӳснĕ  Александр Бараматов сăмах пуçарнă пулнă. Çак пуçарăва вырăнти халăх хапăл туса йышăннă.  Ĕçе пурнăçа кĕртме хула бюджетĕнчен 800 пин тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев пуçаруçăсене тав тунă, хулари пушар хуралĕн 15-мĕш частне автомашина уççине парса чысланă. Çынсен пурнăçне упраса хăварас ĕçре паттăрлăхпа палăрнисене патшалăх наградипе чысланă. Михаил Игнатьев хула уявĕнче предприятисемпе организацийĕсен ĕç ушкăнсемпе тĕл пулнă, вĕсене хальхи экономикăн лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартнă. Çынсем хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, кăсăклантаракан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Хулари Пенси фончĕн ĕçченĕсем  çынсене Ĕç ветеранĕ ята илме  ĕç стажне 2 çул çурă пĕчĕклетнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем Михаил Игнатьева каланă, нумай ачаллă çемьесене çĕрсемпе тивĕçтернĕшĕн, çурт-йĕр ыйтăвĕсене вăхăтра татса панăшăн чĕререн тав тунă. Михаил Игнатьев уяври халăха саламланă май, Канаш хули транспортсен центрĕ пулнине палăртнă, пуласлăх Канашăн пысăк пулнине асăннă. «Монохула пулнине кура, аталанса пыма тата та меллĕ. Инфратытăм куçкĕретех çирĕпленет, инвестици илĕртӳлĕхĕ пуянланать», - тенĕ вăл. Пиллĕк çул хушшинче хулана 2 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă. Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условине лайăхлатас ĕçре тăкакланнă.  Нумай ачаллă 100 ытла çемье хăтлă хваттерсене куçнă, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса 200 çемьене лайăх хваттерсемпе, тăлăха юлнă ачасене çуртсемпе тивĕçтернĕ, 85 вăрçă ветеранĕн çурт-йĕр ыйтăвне татса панă. Хулара ача сачĕ, нумай функциллĕ центр çĕклесе лартнă. Муниципалитетăн ĕçченĕсене - хастарлăхпа палăрнисене, патшалăх наградисене, хулан вырăнти çулĕсене тирпейлеме 10 млн. тенкĕ илме май паракан сертификата парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев уяври тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă. Çак кун регион ертӳçи Канаш районĕнчи Шăхазан салинче те пулнă. Вĕсене те уяв ячĕпе саламланă. Шăхазан куллен аван аталанса пырать. Тавралăха тирпей-илем кӳртессипе лайăх ĕçлеççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, социаллă тытăм лайăх аталанать, пĕлтĕрхи çул  ача сачĕ хута кайнă. Пĕр сăмахпа каласан, халăх валли пур услови те çителĕклĕ. Тĕплĕнрех 



10 августа 2015
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter