Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă. Министр палăртнă тăрăх, республикăра тухăçа туллин пухса кĕртессипе Муркашсем, Вăрнарсем лайăх ĕçленине каланă.  Çĕр улми пуçтарас ĕç те хĕрӳ пырать. Лартса хăварнă 41 гектар çинчен   пахча-çимĕçе – 26 гектар çĕр çинчен пухса кĕртнĕ. Уй-хирсенче кĕрхи культурăна акса хăварма çĕрсене хатĕрлессипе тăрăшаççĕ.  Михаил Игнатьев хулари пасарсенче ял хуçалăх таварне сутма ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратмаллине асăрхаттарса хăварнă, çынсене çийĕнчех кирлĕ пек хыпарпа паллаштармаллине каланă. Социаллă тытăмсен хĕллене хатĕрленсе пахча-çимĕçе кирлĕ пек туянмаллине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков çурт-йĕр ыйтăвĕпе тĕплĕн калаçнă. Министр патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç регионта лайăх пурнăçланса пынине асăннă. 2015 çулта çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 3 млрд тенкĕ тăкакланине палăртнă. Республикăра пурăнакан 5,5 пин çемьен хваттер ыйтăвне татса пама май килнине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пулăшусемпе усă курнине çирĕп тĕрĕслесе пыма сĕннĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкар хула кунне хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Мероприятисене хулара çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнчен тытăнассине пĕлтернĕ. Хулан кашни районĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене уçма хатĕрлесе çитернĕ, ĕçре хастарлăхпа палăрнисене яланхи пекех наградăсем парса хавхалантарма палăртнă. Уяв кунĕнче хулара «Стрижи» аслă пилотсен ушкăнĕ вĕçсе çитĕ. Михаил Игнатьев хула уявне халăх нумай пуçтарăнасси пирки каланă, çавăнпа та транспорт ыйтăвĕ çине те тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Аякран килекенсене харпăр хăй машинисене тапратса тухмалла маррине асăрхаттармалла. Енчен те транспорт нумай пулсан, хулара кирлĕ-кирлĕ мар транспортсен юхăмĕ пуçтарăнса кайма пултарассине палăртнă. Эрех-сăра сутассинчен те асăрханмалла. Ку тытăмри йĕркене çирĕп тĕрĕслеме ыйтнă. «Спорта çӳрекен ветерансен кăмăлне хуçас мар тесен, пур çĕрте те хаксем пĕрешкел пулсан аван пулнă пулĕччĕ», - тесе каланă регион ертӳçи.



10 августа 2015
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter