Михаил Игнатьев патне Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Тав çырăвĕ янă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев патне Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл тав çырăвĕ янă. Сумлă хăна хăйне чăваш çĕрĕ çинче хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн çырура ырласа çырнă. «Сире тата республикăри влаç органĕсенче ĕçлекенсене пурне те Кирилл Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта хăпартнă соборта Литурги ирттерме пулăшнăшăн, Чăваш Енре Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа курăмлă мероприятисем йĕркеленĕшĕн, Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе витĕмлĕ пулăшу кӳнĕшĕн те чĕререн ырлатăп. Пирĕн тĕллев - тĕнпе çынлăх йĕркисене упрасси, çамрăксене мирпе килĕшĕве хаклама вĕрентесси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси. Эсир чиркӳ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуни - чи пĕлтерĕшли. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Тата чиркӳпе патшалăх влаçĕ, чиркӳпе общество хушшинчи килĕшӳ тивлетлĕ çĕр çинчи халăха хăтлă пурăнма, Турă Сире сывлăх, вăй-хал, пулăшу патăр», - тесе çырнă çырура.



10 августа 2015
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter