Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревре Улатăр хулинче пулнă, муниципалитета 463 çул çитнине халалласа ирттернĕ паллă уява хутшăннă. Мероприяие «Труд» стадионта йĕркеленĕ, уява пухăннисем валли чаплă курав хатĕрлесе тăратнă. Хулан уявне Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Николай Николаев, Юрий Кислов, Николай Ефремов, Улатăр хулин  епископĕ, вырăнти ертӳлĕх пуçтарăннă. Уява уçнă май, Михаил Игнатьев пухăннă мĕн-пур халăха саламланă, мероприятине савăнăçлă ирттерме сĕннĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем суннă. «Чăваш Ен культуринче Улатăр хăйĕн тĕлĕнмелле ăс-хакăл культурипе паллă, хула историлле архитектура вырăнĕсемпе пуян. Чиркӳсем калама çук илĕртӳллĕ, пурин чунне те çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм парнелеççĕ.   Кунти çынсем яланах ырă кăмăллăхпа, ĕçченлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Çулсерен хулан сăн-сăпачĕ ырă еннелле улшăнса пырать», - тесе палăртса каланă хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Юлашки пиллĕк çул хушшинче хулана 4 млрд. ытла укçа-тенкĕ хывнă. Патшалăх пулăшăвĕпе тавралăха тирпей-илем кӳртме, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хăпартса лартма тата та нумай халăх ырлăхĕшĕн ĕçсене йĕркеленĕ.  Калăпăр, 2011-2014 çулсенче вырăнти ӳнер музейне тĕпрен çĕнетнĕ, кĕвĕ хатĕрĕсене туяннă.  2014 çулта ача садне хута янă, 9-мĕш шкулăн фасадне тĕпрен юсав ĕçĕсем тунă. Хулари çуртсен таврашĕсене тирпей-илем кӳртнĕ. Регион ертӳçи малашне те хулари социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклесе лартма кирлĕ пек пулăшу уйăрассине пĕлтернĕ, мухтава тивĕçнисене уявра патшалăх наградисемпе чысланă. Вĕсен хисепĕнче: «Завод Электроприбор» АУП генеральнăй директорĕ Александр Афанасьев, «Электроавтомат» АУП генеральнăй директорĕ Вячеслав Илюхин тата çакăн пекех вĕсен ĕç ушкăнĕ,  А.М. Осипов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе хисепленсе тăракан хулари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 5-мĕш шкул директорĕ   Петр Филянин. Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Седов пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă.  Вăл хăйĕн докладĕнче республика ертӳлĕхĕ пулăшса пынине кура, Улатăр Раççей программине кĕрсе монохула ятне иккĕмĕш илнине палăртнă. Улатăра аталанса пыма федераци тата республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине асăннă. Юлашки пиллĕк çул хушшинче хулара 8 çухрăм ытла автомашина çулне тирпейлесе сарнă, 10 çухрăм тротурсем юсанă. 2011-2014 çулсенче Улатăр экономики пĕр шай аван лайăх аталанса пынă. Промышленноç предприятийĕсем инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Хулара социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем лайăх пурнăçланаççĕ. Улатăр халăхне пухăннă хăнасем те чĕререн саламланă. Палăртнă мероприяти савăнăçлă уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Михаил Игнатьев çак кун Улатăрпа Пăрачкавăн Федор епископĕпе пĕрле арçынсен мăнастирĕнче пулнă, Иероним вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă. Тĕплĕнрех



10 августа 2015
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter