Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынă. Канашлăва пухăннисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче йĕркене пăхăнассине, ĕçре эффективлăха ӳстерессине, Чăваш Ене ют çĕршывсенчен килекен таварсене пăхса тăрассине тата хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сирсе ярассипе çыхăннă ĕçсем пирки сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев малашлăхра пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, пур шайра тăракан влаç органĕсенчи çынсен хăйсене шанса панă тивĕçе пĕлсе кирлĕ пек пурнăçламаллине асăннă. ЖКХа тытăмĕнче йĕркесĕрлĕх хуçаланасран ертӳçĕсем пур ĕçе те вăхăтра тĕрĕслесе тăни куçкĕретех. Палăртнă тытăмра ĕçлекенсен лицензи пирки те Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ çирĕп тĕрĕслет. Кăтарту та паллă, мĕн-пур организацисенчен кашни пиллĕкмĕшĕ лицензи илме пултарайман.  Татса паман ыйтусем те çук мар, вĕсене те вăхăтра тивĕçтересси пирки тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă пухăннисем. Калăпăр, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – ЖКХ пайĕ тĕрлĕ ресурссем умĕнче парăма кĕни, пулăшусемпе усă курнăшăн  халăх вăхăтра укçа-тенкĕ пуçтарса паманни те çакнах çирĕплетсе парать.  Республикăра пурăнакансем ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем пирки те сахал мар ыйту хускатаççĕ. «Тарифсем ӳссе пынине кура, Чăваш Ен бюджетĕнче ытти чухнехипе танлаштарсан, 20 процент ытларах кăçалхи çул укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă. Сахал тупăшлă çемьесене вăхăтра пулăшупа тивĕçтереççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. ЖКХ пайĕнче пулса иртнĕ йĕркесĕрлĕхсем çинчен Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, РФ Сдедстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов, республика прокурорĕ Сергей Легостаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков   тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви кăçалхи çул çичĕ уйăх хушшинче пурĕ ЖКХ тытăмĕнче йĕркене пăснă 36 тĕслĕхе шута илнĕ. Шупашкар хулинчи, Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенчи ЖКХ предприятийĕсен ресурссемпе усă курнăшăн парăмсем чылай пухăнса кайнă. «Уйрăм ял хуçалăх таварĕсене хамăр тăрăха ют çĕршывсенчен илсе килессине çирĕп тĕрĕслемелле. Раççей Президенчĕ ку енĕпе ятарлă Указ та кăларнă, ыйту кун йĕркинчех юлать», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чулхула таможнин пуçлăхĕн çумĕ Марат Гараев, Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Ют çĕршывсенчен кирлĕ мар таварсене илсе килме юраманнине халăх та лайăх тĕрĕслет,  çийĕнчех кирлĕ пек службăсене пĕлтерсе тăрать. Предпринимательсен  те ыйтăва лайăх ăнланмалла, унсăрăн тупăша ăнсăртран çухатасси те паллă», - тенĕ служба ертӳçисем. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн пухăннисем террора хирĕç кĕрешес ыйтусене те çивĕч пăхса тухнă. Чăваш Республикинче ку енĕпе лару-тăру йĕркеллĕ. Финанс тытăмĕнчи уйрăм ыйтусем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, РФ Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Марина Петрова чарăнса тăнă. Паянхи пурнăçра ытларах пĕр кунлăх регистрациленекен организацисем йывăрлăх кăларса тăратма пултарассине пăшăрханса пĕлтернĕ, вĕсенчен хăтăлас тĕлĕшпе пурин те сыхă пулмаллине каланă. Вĕсем çитменнине тата налуксем тӳлессинчен те пăрăнаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа налук тытăмĕнче ĕçлекенсем 214 тĕрĕслев йĕркеленĕ, кăтарту та куç умĕнче - йĕркене пăснисем çийĕнчех пурĕ 1163 млн. тенкĕ парăма патшалăха  куçарса панă. Пĕр кунлăха йĕркеленекен фирмăсене сахал мар тупса палăртнă, вĕсене те вăхăтрах явап тыттарнă. Тĕплĕнрех



11 августа 2015
23:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter