Чăваш Республикипе Сычуань провинци хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме анлă малашлăхсем уçăлаççĕ

 Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Сычуань провинци представителĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ  Владимир Филиппов хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ республика хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси пирки калаçса килĕшнĕ, суту-илӳпе экономика, гуманитари тĕлĕшĕнчен ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр: 2014 çулта авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Корпорация развития Чувашской Республики» ПАО тата Сычуаньская экспортно-импортная компания СИЛИН ТМЯП икĕ предприяти пĕр-пĕринпе килĕшсе пĕр организаци  «АгроПарк «Чувашия-Сычуань» ТМЯП йĕркеленĕ. Вĕсем ытларах ял хуçалăх комплексĕпе ĕçлеме тĕллев лартнă.  Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче икĕ предприяти хушшинчи килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Сычуаньская железнодорожная инвестиционная корпорация хăй çине Агропарк инфратытăмĕн строительство ĕçне илнĕ, Корпорация развития çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама калаçса килĕшнĕ,  республика Правительство ĕçченĕсемпе çыхăну тытса ĕçлеме тĕллев лартнă. Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе килĕшӳллĕн, выльăх-чĕрлĕх комплексне хута яма палăртнă. Чăваш Республикине килсе çитнĕ официаллă делегацине кĕтсе илнĕ май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче Раççейпе Китай халăх хушшинче çыхăну ытларах та ытларах çирĕпленсе пынине каланă. «Пирĕн ял хуçалăх питĕ лайăх аталаннă, анчах та технологине çĕнетсе пырсан тата та аванрах пулнă пулĕччĕ. Агропрак тăвас ĕçе эпир хапăл тусах йышăнатпăр. Пирĕн Раççейре пысăк рынок пур, юнашарах - Мускав, Хусан, Чулхула тата та ытти пысăк хуласем вырнаçнă. Ял хуçалăхĕнче тирпейленсе тухакан таварсене вырнаçтарасси пире йывăрлăх кăларса тăратмасть», - тенĕ вăл. Сычуань провинцийĕн Реформăпа аталану комитечĕн пуçлăхĕ Тан Лиминь хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче инвестици проектне пурнăçа кĕртсе еплерех ĕçсем йĕркелесси пирки каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин проекта пурнăçа кĕртме пĕрремĕш тапхăрăн ĕç планĕ те пуррине асăннă, агропаркăн бизнес планне çирĕплетессине каланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Тан Лиминь хăйĕн сăмахĕнче Канаш районĕнче вырнаçнă Хучель ял тăрăхне ăнсăртран суйласа илменнине палăртнă. Çывăхрах чукун çул узелĕ пулнă май, агропарк ĕçне кĕске вăхăт хушшинче пурнăçа кĕрме май пулассине пĕлтернĕ. «Палăртнă вырăн суйла илнисенчен чи ăнăçли. Виçĕ çул хушшинче проект ĕçне 270 млн. америка долларне инвестици хывма палăртнă. Чăваш Республикинче пурăнакансем çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе кăмăлĕсене тултарĕç. Малашне те çак çирĕп çыхăну упранса пытăрччĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев килнĕ хăнасене, партнерсене тав тунă. Пуласлăхра тата та ĕçсем ытларах пурнăçа кĕрсе пырассине шанса каланă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев пирĕн студентсем нумаях пулмасть  Сычуаньре пулнине аса илнĕ. Ку ĕçе шăпах та  «Волга-Янцзы» проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ пулнă. «Çамрăксем сирĕн культурăна курса савăннă, Китай халăхĕпе калаçса курни те вĕсен асĕнче нумайлăхах юлĕ. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни пирĕн çыхăнусене тата та лайăхрах çирĕплетсе пыма çеç пулăшĕ. Çакнашкал ĕçсене малашне те йĕркелесе ирттерме палăртатпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



11 августа 2015
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter