Тăвай районĕ: иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ

Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче лару иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Ял тăрăхĕсен ертỹçисем те хутшăннă унта.

Хутмалли сезона хатĕрленес, нумай хваттерлĕ çуртсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвас, тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес ыйтусем актуаллисем шутланаççĕ.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн сектор заведующийĕ Николай Краснов ĕççи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1676 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ, тухăç пĕр гектар пуçне 18 центнерпа танлашать. Пурĕ 28 комбайн ĕçленĕ. "Чутеевский" ЯХПКра 23 гектар çинче кĕрхи ыраш акнă.

Районти вĕрентỹ учрежденийĕсем Пĕлỹ кунне кĕтсе илме начар мар хатĕрленнĕ.

ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Валентина Новикова çичĕ уйăхри кăтартусем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.

Полици уйрăмĕн начальникне Вениамин Обаськина тата Тăвайри больницăн тĕп врачне Нина Бурдасована тимлĕ итленĕ пухăннисем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке пушар машинисем мĕнле лару-тăрура пулнине тĕпчесе пĕлме, пушарниксемпе инструктаж ирттерме хушнă.

Г.ЕГОРОВА.



11 августа 2015
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter