Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев блогерсемпе тата общество ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев блогерсемпе тата общество ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Ĕçлĕ канашлăва ку хутĕнче Шупашкар районĕнче «Лагуна-М» кану базинче йĕркеленĕ. Блогерсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Пухăннисем вулавăшсенче ачасене валли ятарласа вылямалли уйрăм пӳлĕмсем тума май пуррипе çукки пирки, чăвашла уçă калаçусем йĕркелесси çинчен, хула урамĕсенче медиалабораторисем тăвас ыйтусене сӳтсе явнă. Сĕнӳсене итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев блогерсене малашне тата та республика пурнăçĕшĕн активлăрах хутшăнса ĕçлеме сĕннĕ, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине, хула пурнăçне тата та илемлĕрех тăвас ĕçре хастартарах пулма каланă. Михаил Игнатьев блогерсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳресси пирки шантарса хăварнă. Пур ыйтăва, сĕнĕве итленĕ хыççăн, пурне те тивĕçлĕ хуравсем панă. Тĕплĕнрех 



12 августа 2015
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter