Республикăри ял хуçалăх министрĕ Тăвай енре пулчĕ

Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пухса илессипе тимлеççĕ, халь выльăх апачĕ янтăлаççĕ, кĕрхисене акма пикенсех çĕр хатĕрлеççĕ, сĕт, аш-какай туса илессипе тăрăшаççĕ тата ытти ĕçсем пирки те манмаççĕ.

Республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă кураççĕ тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ял хуçалăх продукчĕсен, тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ỹстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ.

Пысăк аграри предприятийĕсемпе пĕрле ялта пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те аталанаççĕ. "Чăваш Ен çуллен илемленсе, пуянланса пырать, ял хуçалăхĕнчи пурнăç хăтлăланать. Çынсем, кашни çемье хăйсене социаллă пурнăç енĕпе лайăхрах туясси вăй илет. Ку - пирĕн пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ", - тет Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев.

Çĕр ĕçченĕсем хальхи вăхăтра хăйсен тĕллевĕсене мĕнле пурнăçланипе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах вырăна тухса паллашаççĕ Чăваш Ен ертỹçисем.

Иртнĕ ытларикун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ак, Вăрмар, Тăвай енсенче ĕçлĕ çул çỹревре пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, асăннă пайăн сектор заведующийĕ Николай Краснов кĕтсе илчĕç Шупашкарти хăнана.

-Малтан эпир Илларионов хресчен фермер хуçалăхне çитсе курăпăр, "Акконд-агро фирма" обществăра кукуруза лайăх çитĕннине хамăр куçпа курса ĕненĕпĕр. Унтан "Родник" тулли мар яваплăхлă обществăра севок кăларакансемпе тĕл пулса калаçăпăр. Пин центнер тырă çапнă "Дружба" ЯХПК-ри экипажа диплом тата комбайн çине çакмалли "пучах" парăпăр, - çул çỹревĕн маршрутне сĕнчĕ малтан Валерий Васильевич.

-Тăвай енре пурăнакансем ĕççире яланах маттур пулаканччĕ-ха, - терĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

-Паянхи куна эпир 4550 тонна утă, 13400 тонна сенаж, пĕр условнăй выльăх пуçне 24,4 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Кĕрхи тулă 560 тонна, ыраш - 490, тритикале - 60 тонна çапса илнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ хальхи вăхăтра пĕр гектар пуçне 18,3 центнерпа танлашать.

Кĕрхисем валли пурĕ 2110 гектар çĕр хатĕрленĕ, 25 гектар çĕртме сухи тунă, - кăтартусем пирки кĕскен каласа кăтартрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке.

Тушкил еннелле каякан çулăн икĕ айккинче те шăплăх хускалнă. Выльăх апачĕ хатĕрлекен агрегатсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Сергей Разинович Илларионов ертỹçĕ уй-хир ĕçченĕсемпе пĕрлеччĕ.

-Пирĕн хуçалăхăн 1510 гектар çĕр пур, вĕсенчен 400 гектарне çурхи тырăсем йышăнаççĕ, выльăх апачлĕх культурăсене 1100 гектар çинче вырăн панă, - хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарчĕ С.Илларионов выльăх-чĕрлĕх ферми еннелле çул тытнă май. -Силос тума эпир 300 гектар кукуруза акнă, 100 гектар пĕр çул ỹсекен курăк, нумай çул ỹсекен курăка хăйхальлĕн 120 гектар акнă. Тепĕр 590 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăк пур пирĕн тата.

Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ пĕлтĕр республикăри çемьесен фермисене аталантарма пулăшакан конкурсра çĕнтернĕ.

Кăçал августăн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă хуçалăхра пурĕ 687 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, çав шутра 324-шне сăваççĕ, вĕсен йышĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан ỹснĕ. Вăтам сăвăм пĕр ĕне пуçне 2808 килогрампа танлашать.

Эпир витесем патне çывхарнă чухне шăпах автомашинăсенчи холодильниксем çине сĕт яратчĕç. "Эпир ялти пахалăхлă сĕтпе тивĕçтеретпĕр", - тесе çырнă иккĕшĕн çине те.

-Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 11 молокомат пулăшнипе хамăр пахалăхлă продукцие çынсем патне çав кунах çитеретпĕр эпир, - калаçăвне малалла тăсрĕ Сергей Разинович.

Пĕр витинче строительство ĕçĕсем пыратчĕç. Кунта 200 пуç пăру вырнаçтарасшăн иккен тушкилсем. Сĕте пастерилизацилемелли цех тумалли проектпа та кăмăлласах паллашрĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. Илларионовсем (Сергей, Юрий, Надежда) фермер хуçалăхне малалла аталантармалли ыйтусене сỹтсе явма та ĕлкĕрчĕç Шупашкар хăни ферма çыннисемпе калаçнă вăхăтра.

Ку хресчен фермер хуçалăхĕ паянхи куна 600 тонна утă тата 1500 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кĕркунне выльăхсене симĕс апат çитерме горчица акаççĕ.

"Акконд-агро фирма" обществăн директорĕ Вячеслав Иванов çын çỹллĕшĕнчен икĕ хут ытларах та хăпарнă кукуруза ани çывăхĕнче кĕтсе илчĕ пире.

-Кукуруза пысăк усă пачĕ пирĕн колхоза, тесе юрлаттăмăр çамрăк чухне. Çумăр çукаласах тăчĕ те, ав еплерех çитĕннĕ вăл, вăрман пек, витĕр курăнмасть. Силос тума çителĕклех пулмалла, ĕнесем сĕт аван антарĕç, паллах, сĕтеклĕ апат çисен, - калаçăва пуçăнчĕ Вячеслав Павлович. Коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ вăл, ял хуçалăх министрĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

"Родник" тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене чылайранпа Александр Петров йĕркелесе пырать. Çĕр улмине вырăн панисĕр пуçне кунта кăçал севок та акнă, 10 гектар.

-Малтан Патăръел районĕнчи опытпа кайса паллашрăм. Çакăн хыççăн хамăн та севок çитĕнтерсе пăхас килчĕ. Ĕçĕ нумай паллах. Аван ỹсрĕ вăл, тупăш та памаллах, - тет Александр Павлович. Çирĕм ытла çын та пурччĕ севок ани çинче, ятарлă агрегатпа хăпартса панă сухан тунисене çĕр ăшĕнчен кăлараççĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем, çулçи типсен пуçтараççĕ. Пĕр кун ĕçленĕшĕн 600 тенкĕ тỹленине пĕлме тỹр килчĕ. Виçĕ гектар çинчи севока пухса кĕртнĕ те иккен. Çăлпуçсем 395 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ỹстереççĕ, 100 гектар çинче вара нумай çул ỹсекен курăк.

"Дружба" ЯХПКра та хĕрỹ ĕççи халь. Кĕршĕсен 345 гектар çинче пĕрчĕллĕ пăрçа йышши культура пур, выльăх апачлĕх культура 453 гектар йышăнать, çав шутра 370 гектарĕ нумай çул ỹсекенни.

Хуçалăхра 459 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, 126-шне сăваççĕ. Пĕр ĕне пуçне 3128 килограмм сĕт сăваççĕ ку ял çыннисем.

Кĕрхи тулă ани çинчен куç илес килмест. Эпир пырса çитнĕ вăхăтра унта икĕ комбайн ĕçлетчĕç. Пĕрин бункерĕ тулчĕ пулас, пиклеттерсе сасă пачĕ, тухăçĕпе савăнтаракан тулла трактор тележки çине пушатма тытăнчĕ.

Районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче малта пыракан, пĕр пин центнер ытла çапса тĕшĕленĕ Сергей Баранова диплом тата "пучах" пачĕç ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павловпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. Нумай тăхтаса тăмарĕ харсăр комбайнер, уй-хир карапне вырăнтан хускатма васкарĕ.

"Тăвай районĕнче ял хуçалăхĕ аталансах пырать. Выльăх-чĕрлĕх пăхассипе, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе фермерсем те тăрăшса ĕçлеççĕ ав. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне инвестицилеççĕ вĕсем, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупаççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене ĕçлесе хатĕрлеме пулăшакан инноваци проекчĕсене çул уçса параççĕ", _ çавнашкал пĕтĕмлетỹ турĕ юлашкинчен ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

А.НИКИТИНА.



13 августа 2015
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter