Михаил Игнатьев Ачасен клиника больницине йĕркелесе янăранпа 30 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри Ачасен клиника больницине йĕркелесе янăранпа 30 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Регион ертӳçи медицина учрежденийĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă, вĕсене  30 çул хушшинче ачасен пурнăçне сыхласа хăварассипе ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă. «Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - медицина учрежденийĕсене хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтересси. Сывлăх сыхлавне модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн 5 млрд. тенкĕ тăкакланă,  вĕсенчен ачасемпе амăшĕсене упрас служба ĕçне 1,5 млрд.  уйăрнă. Хăвăр çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав. Пирĕн наци сывă пултăр тесе эсир эффективлă ĕçлессе шанатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ачасен хирургĕсен  Раççейри Ассоциацийĕн Президенчĕ, Мускаври сывлăх сыхлавĕн Департаменчĕн ачасен тĕп хирургĕ, профессор, медицина наукин докторĕ Александр Разумовский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче ачасен хирургийĕ хăвăрт темпа аталанса пынине каланă, Михаил Игнатьева медицина службин ĕçне пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Республикăри ачасен больницин тĕп врачĕ Анатолий Павлов ветерансене тав тунă, вĕсен пархатарлă ĕçĕсене хисепе хурса малашлăхра çамрăксене вĕрентсе пыма шантарнă. РДКБ пĕрремĕш  врачĕ Виталий Кузьмин хăйĕн саламĕнче сывлăх сыхлавĕн тĕп пуянлăхĕ - çынсем хăйсен ĕçне юратса ĕçлени пулнине асăннă. Паян ахальтен мар, республика клиники тĕслĕх вырăнĕнче тăрать. Нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕ ĕçтешсене Михаил Игнатьев тав çырăвĕсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем: Анатолий Павлов, Надежда Александрова, Людмила Петрова, Нина Тарасова. Тĕплĕнрех



13 августа 2015
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter