Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Волга-Янцзы» китай тата вырăс çамрăкĕсен форумĕнче пулнă Чăваш Енри студентсемпе тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  «Волга-Янцзы» китай тата вырăс çамрăкĕсен форумĕнче пулнă Чăваш Енри студентсемпе тĕл пулнă. Икĕ халăх хушшинчи культура ыйтăвĕсемпе тĕплĕнрех паллашас, çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе ирттернĕ асăннă мероприятине.  Михаил Игнатьев çакнашкал çыхăнăва çирĕплетни икĕ еншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Юлашки çулсенче уйрăмах çыхăнăва анлăрах сарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çурла уйăхĕн 5-8-мĕш кунĕсенче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичпа пĕрле Чăваш делегацийĕ Китайра пулнине, тĕлпулу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки ĕç хутне алă пуснине асăннă, çак кунсенче Китай Халăх Республикинчен сумлă делегаци Чăваш Енре пулни çинчен каласа кăтартнă. Пуласлăхра суту-илӳпе, экономика, наукăпа гуманитари облаçĕнче тата туризм тытăмĕнче килĕшсе ĕçлесси куçкĕретех паллă. Çĕнĕ Шупашкарта «Химпром» бази çумĕнче производство хута яма 2 млрд. доллар инвестици хывасси пирки калаçса килĕшнĕ. Кунсăр пуçне Канаш районĕнче «АгроПарк «Чувашия-Сычуань» ТМЯП йĕркелесе ял хуçалăх пайĕпе ĕçлеме тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев халăха китай чĕлхине вĕренме шкулсенче кирлĕ пек условисем тума сĕннĕ.Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче çамрăксем ку енĕпе пуçаруллă пулнине асăннă, Китай халăх культурине хапăл туса йышăннине пĕлтернĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров Китай Халăх Республикине кайма раштав уйăхĕн вĕçĕнче делегаци хатĕрлет. Шкулсенче хушма пĕлӳ парас тĕллевпе китай чĕлхин урокĕсене ирттересси пирки пĕлтернĕ министр. Калăпăр, нумаях пулмасть студентсем Китайра пулнă. Делегаци ертӳçи, Виталий Михайлов Шупашкарти МАДИ аслă пĕлӳ паракан учрежденийĕн директор çумĕ   форумра Китай халăхĕн культури пирки куравсем, тĕрлĕ уçă калаçусем иртнине пĕлтернĕ. Çамрăксем мĕн курнипе питĕ кăмăллă юлнă. Михаил Игнатьев икĕ республика хушшинчи çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнсан, малашлăхра çĕнĕ проектсене тата та ытларах пурнăçа кĕртсе пыма меллĕ пулассине каланă. Вăл пуçаруллă çамрăксене малашне те витĕм кӳме тăрăшассине шантарса каланă. Студентсене пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем суннă, мĕн ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕрсе пыччĕр тенĕ. Тĕплĕнрех

 



13 августа 2015
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter