Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă

 Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулнă. Чи малтан хăнасем Муркашри ветерансен интернат çурчĕпе паллашнă. Регион ертӳçи çуртăн ăшчиккине пăхса çаврăннă, ватăсемпе курса калаçнă. Ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче патшалăх юлашки çулсенче ватăсемпе сусăрланă çынсем патне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Пирĕн таса тивĕç - ветерансене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнччăр тесе пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Сусăрланнă ватă çынсене валли йĕркеленĕ интернат çуртпа та паллашнă. Таврара тирпей-илем хуçаланнăшăн вырăнти ертӳçĕсене ырласа хăварнă. Çурт таврашĕнче чечексем ырă шăршă сарса лараççĕ. Кунта ĕçлекенсем тăван тăрăха юратса ĕçлени куçкĕретех. Ватăсем те лайăх условире пурăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, килĕшӳ пурри чуна хавхалантарать», - тенĕ хăнасем. Районта «Ударник» кооперативăн вырма ĕçĕсемпе регион ертӳçи кăсăкланнă. Хуçалăх çĕр улми вăрлăхне анлăлатассипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшать. Иналук Тохтиев хуçалăх ертӳçи уй-хир ĕçĕ çинчен каласа кăтартнă. Хăй вăхăтĕнче йывăрлăх тӳсме тивнĕ хуçалăхра паян вырма хĕрӳ пынине каланă регион ертӳçи. Малалла ăнтăлассишĕн кашни çын вăй хурать. Хальхи вăхăтра уйра 3 комбайн ĕçлет, хуçалăх 1011 тонна тыр-пула пухса кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Уйра çĕр улмине пуçтарса тирпейлессипе те çĕр ĕçченĕсем хаваспах пурнăçлаççĕ. Михаил Игнатьев хуçалăх ертӳçине çакăн пек кăтартуллă лайăх тăрăшса ĕçленĕшĕн ырласа хăварнă, малашне те пуçаруллă пулма, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, çитĕнӳ патне ăнтăлма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



14 августа 2015
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter