Шупашкарта «Волжский – 3» микрорайонта ача садне хута янă

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Волжский – 3» микрорайонта ача садне уçнă  çĕре хутшăннă. Унпа пĕрле мероприятине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Алексей Ладыков, «Стрижи» («Вĕршĕн» ) аслă пилотаж ушкăнĕ тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă.  «Эпир хулара хальхи пурнăçпа тӳр килекен ача сачĕ çĕкленсе ларнăшăн савăнатпăр. Унăн ятне «Вĕршĕн» тесе пани те хăйех çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Стрижи» ушкăн ятарласа хула кунне уявлама пирĕн республикăна вĕçсе килнĕ. Хула çыннисемшĕн ача сачĕ хута кайни пысăк парне», - тесе каланă Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн саламĕнче. Палăртнă тăрăх ясли ача садне шăпăрлансем çулталăк çурă тултарсанах çӳреме пултараççĕ. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлатпăр. Патшалăх программисем пурнăçа кирлĕ пек кĕрсе пыраççĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче пурĕ 40 ача сачĕ хута янă, кăçал та çак ĕç малалла тăсăлать», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - шкул çулне çитмен ачасене тимлĕх уйăрасси. Республика бюджетĕнче те çак асăннă тытăма аталантарса пыма ытларах та ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕçсе килнĕ сумлă пилотсем хăйсен сăмахĕнче, çак ача садне вĕсен ушкăн ятне хисеплесе пани çав тери мăнаçлантарнине палăртнă. Тен хăçан та пулин çак ача садне çӳренĕ шăпăрлан, пилотсен ушкăнне лекĕ. Хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, хăнасем ача сачĕпе паллашнă. Харăсах çак ача садне 174 ача çӳреме пултарать. Пĕчĕк тĕпренчĕксем валли пур услови те çителĕклĕ. Пĕр сăмахпа каласан хальхи пурнăç таппине пĕр тан. Тĕплĕнрех



14 августа 2015
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter