Республикăра пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлекен предприятисем хута каяççĕ, калăпăр, вĕсенчен пĕри шăпах та «Каскад-ГРУП» предприяти

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «НПО «Каскад-ГРУП» ТМЯП çумĕнче çĕнĕ администраци çуртне хута янă пулăма хутшăннă. Наукăпа производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Андреев хăйĕн сăмахĕнче «Каскад-ГРУП» хальхи пурнăçпа тӳр килекен çĕнĕ технологисемпе ĕçлесе пынине палăртнă, производствăра таварсен ассортиментне ӳстерсе пынине каланă. Халь тин хута кайнă çуртра та пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтарнă, ĕçлекенсене валли çителĕклĕ условисем йĕркеленĕ. «Çак çурта хута яни, малашлăхра ĕçлекенсен шалу укçине те ӳстерсе пыма май парĕ.  Маларах вĕсем производствăн тĕп корпусне аренда шучĕпе çеç илнĕ пулнă, халĕ вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ, хамăрăн çурт пур», - тенĕ ертӳçĕ. Михаил Игнатьев предприятинче пысăк тавра-курăмлă специалистсем ĕçленине асăннă. «Патшалăх çамрăксене паракан премине илме тивĕçлĕ пулнă пуçаруллă яш-кĕрĕм ĕçлет. Малашне те çитĕнӳсем тума сĕнетĕп», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Паян предприяти тавар калăплассипе ют çĕршывсенчен пĕрре те кая мар ĕçлет, тупăш илесси те ӳссех пырать. Хăнасем хĕрлĕ лентăна каснă хыççăн, цехри ĕçсене пăхса çаврăннă, таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. SCADA тытăмĕн сектор пуçлăхĕ Михаил Сермеев хăйĕн сăмахĕнче предприятире çиччĕмĕш çул тăрăшнине пĕлтернĕ. «Ĕç килĕшет, шалу тивĕçтерет», - тенĕ вăл.  «Каскад-ГРУП» предприятийĕн генеральнăй директорĕ те çакнах çирĕплетсе каланă.  «Республикăра пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлекен предприятисем куллен хута каяççĕ, калăпăр, вĕсенчен пĕри шăпах та «Каскад-ГРУП» предприяти», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Михаил Игнатьев. Палăртнă предприяти аслă шкулсемпе те тачă çыхăну тытса ĕçлет. Вĕсем патĕнче студентсем практикăра пулаççĕ, каярах вара килĕшсен ĕçе те вырнаçаççĕ. Ку чи  пахи. Тĕплĕнрех



14 августа 2015
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter