Çынсем пултаруллă пулнăран, республика тата хула ертӳçисем килĕшӳллĕ ĕçленĕрен Шупашкар кунран-кун чечекленсе илемленсе пырать

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти хисеплĕ ĕçченсене патшалăх наградисеме чысланă. Савăнăçлă мероприятине пуçличчен чи малтан пухăннисене çывхарса килекен Хула кунĕ ячĕпе саламланă. Малашне те республикăшăн, çĕршывшăн ăнăçлă ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Пирĕн республика чăннипех те пултаруллă ĕçчен çынсемпе пуян. Хăвăрăн ĕçе юратни куçкĕретех. Шăпах та сирĕн пултарулăхăра, ĕçченлĕхĕре пула, республика мăнаçланса тата та вăйлăрах аталанса пырать», - тенĕ хăйĕн саламĕнче регион ертӳçи. Вăл хула влаç ĕçĕн уйрăм кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Çынсем пултаруллă пулнăран, республика тата хула ертӳçисем килĕшӳллĕ ĕçленĕрен  Шупашкар кунран-кун чечекленсе илемленсе пырать. Кунта çĕнĕ производствăсем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне, граждансен социаллă хӳтлĕхне лайăхлатма, вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарма хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Çавна пула шупашкарсен влаç патне шанăçĕ ӳсет, пирĕн чĕресем çывăхланаççĕ. 2011-мĕш çултанпа Шупашкарта 15 çĕнĕ микрорайон çĕкленет, 16 ача сачĕ хута ятăмăр, 5 спорт керменĕ, 10 бассейн уçрăмăр, 600 ытла çурт таврашне тирпей-илем кӳтĕмĕр. Çакна пурне те хула çыннисемшĕн, кашни çемье пурнăçне лайăхлата тĕллевпе пурнăçлатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп грамотине Чăваш Республикин сумлă ветеранĕ Юрий Алимов тивĕçнĕ. Вăл электроэнергетика тытăмĕнче 53 çул ытла вăй хунă.  Геннадий Иванов спортсмен Раççей Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Вăл Михаил Игнатьева республикăра физкультурăпа спорта аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Унăн сăмахĕсене 1-мĕш гимназире вĕрентекен Юрий Сейфуллин та ырланă. Чăннипех те регионта спорта аталантарма пур услови те çителĕклĕ пулнине çирĕплетсе каланă. Марина Кожанова доцент И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлет, ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ята панă. Вăл та регионта вĕрентӳ тытăмне республика ертӳлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрнăшăн савăнса хăй шухăшне пĕлтернĕ, «Раççейри художниксен пĕрлешĕвĕ» Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн членĕ Владимир Нагорнов хăйĕн сăмахĕнче юратнă Чăваш Ен ырлăхĕшĕн яланах ĕçленĕ те малашне те ĕçлĕп тесе хавхаланса каланă, регион ертӳлĕхне ырласа тав тунă. Тĕплĕнрех



14 августа 2015
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter