Тăвай районĕ: «Хыпарçăсем» Тенеялĕнчи библиотекăра

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тенеялĕнчи библиотекăра «Хыпар» хаçатăн хроника пайĕн редакторĕ Власова Роза Анатольевна, культурăпа чăваш диаспорин пайĕн редакторĕ Смирнова Надежда Георгиевна, фотокорреспондент Василий Кузьмин ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕç. Тĕп хуларан килнĕ хăнасем Аслă вăрçă вăхăтĕнче Тенеяль çывăхĕнче чавнă хÿтлĕх траншейипе (трасса), ял çумĕнчи вăрманта тунă ловушкăсемпе (дзот) вырăна çитсе паллашрĕç. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн яла тĕрлĕ çĕртен – Мускавран, Ленинградран, Эстони çĕршывĕнчен – эвакуации йĕркипе килнĕ çынсем çинчен ялти сумлă ватă, Фёкла Ильинична Андреева аса илсе каласа кăтартрĕ. Библиотекăра 1939-1944 çулсенчи çартан янă çырусем упранаççĕ, вĕсемпе паллашни чуна хускатать.

«Хыпарçăсем» Тенеялĕнчи тĕне кĕмен чăвашсен йăли-йĕркипе, çипуçĕпе, чăвашла çын ячĕсемпе (Туйпике, Велиме, Саппи), чăваш масарĕпе кăсăкланчĕç. Чăвашсен çипуçĕпе – тĕртсе тунă чăвашла çĕлетнĕ кĕпесемпе, сурпансемпе, хушпусемпе, ум çаккисемпе  клуб администраторĕ Р.А.Ермолаева паллаштарчĕ. Тĕне кĕмен чĕвашсен йăлисем, хăшпĕр кĕллисем, пытару-асăну йĕркисем çинчен Ю.Н.Егорова библиотекарь каласа кăтартрĕ.

Ялти масара çитсе тĕне кĕмен чăвашсен вилтăприйĕсем çинчи юпасем çине картласа çырса хăварнă сăмахсенчен, чăвашла ятсенчен тĕлĕнтĕмĕр. Пĕр вилтăпри çинче авалхи пек пысăк кăна чул палăк тĕл пултăмăр. Ялти ватă, тĕне кĕмен чăваш, ĕмĕрĕпех вĕрентекен пулса ĕçленĕ Афонова Перасковья Ильинична килне çитсе калаçу ирттертĕмĕр. Çак ĕçлĕ тĕлпулу икĕ еншĕн те – хăнасемшĕн те, пирĕншĕн те – çав тери кăмăллă пулчĕ. Тавтапуç хаçат ĕçченĕсене пирĕн пĕчĕк яла çитсе курнăшăн.



14 августа 2015
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter