Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Ен тĕп хулин кунĕ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ Шупашкар çыннисем тата тĕп хула çыннисем!

Чăваш Ен тĕп хули – Шупашкар 546 çул тултарнă ятпа сире чĕререн саламлатăп!

Шупашкар – Атăлçи тăрăхĕнчи промышленность, культура тата спорт центрĕ. Раççейĕн чи хитре те хăтлă хулисенчен пĕри.

Хăйĕн нумай ĕмĕрлĕ историйĕнче Чăваш Ен тĕп хули республикăн политика, экономика тата ăс-хакăл центрĕ пулса тăчĕ. Çынсем пултаруллă пулнăран, республика тата хула ертӳçисем килĕшӳллĕ ĕçленĕрен  Шупашкар кунран-кун чечекленсе илемленсе пырать. Кунта çĕнĕ производствăсем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне, граждансен социаллă хӳтлĕхне лайăхлатма, вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарма хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Çавна пула шупашкарсен влаç патне шанăçĕ ӳсет, пирĕн чĕресем çывăхланаççĕ.

2011-мĕш çултанпа Шупашкарта 15 çĕнĕ микрорайон çĕкленет, 16 ача сачĕ хута ятăмăр, 5 спорт керменĕ, 10 бассейн уçрăмăр, 600 ытла çурт таврашне тирпей-илем кӳтĕмĕр. Çакна пурне те хула çыннисемшĕн, кашни çемье пурнăçне лайăхлата тĕллевпе пурнăçлатпăр.

Шупашкарта пурăнас килет, ĕçлес килет, юратас килет, ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес килет. Эпир малашне те экономикăра, ăслăлăхра, сывлăха упрас ĕçре, вĕрентӳре мăнаçлă та пысăк калăпăшлă проектсем хута яратпăр. Пирĕн хула улшăнсах пырать. Çав вăхăтрах, вăл хăйнеевĕрлĕхне, нимпе танлаштарма çук сăн-сăпатне, илĕртӳллĕхне упрать.

Хаклă шупашкарсем! Сирĕн вăй-халăр, ăс-хакăлăрпа ăсталăхăр тĕп хуламăра малашне те çирĕп аталанма май паракан пуянлăх пулса тăрĕ!

Уяв ячĕпе! Сире ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнӳсем тата тăнăç тӳпе сунатăп! Пирĕн юратнă хуламăр яланах чечеклентĕр, кашни çемье пурнăçĕ вара ăшăлăхпа тулса тăтăр, ĕненӳпе çуталтăр!

Пирĕн умра плансем пысăк, пуçланă ĕçсем чылай! Мĕн шутланине эпир пĕрле, пĕр пулса пурнăçлатпăрах. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре! Хамăрăн савнă хулара пирĕн пĕрле пурăнмалла, унăн ырлăхĕпе телейлĕ пуласлăхне пĕрле тупмалла!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене                         Михаил Игнатьев.

вăхăтлăх пурнăçлакан      



15 августа 2015
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter