Михаил Игнатьев Италипе Раççей Посолĕн советникĕпе Дмитрий Гуринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Италипе Раççей Посолĕн советникĕпе Дмитрий Гуринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Дмитрий Гурин хăйĕн сăмахĕнче икĕ çĕршыв хушшинчи çыхăнăва упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Пĕрле йышăннă проектсене пурнăçа кĕртес ĕçе малалла та тăсăпăр. Сирĕнпе килĕшсе ĕçлеме эпир тĕллев лартнă», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев ют çĕршыв компанийĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çине Чăваш Ен пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта «Керамика» ТМЯП, Çĕмĕрле завочĕ автомобильсем валли трансформаторсем калăплассипе аван ĕçлет. Регион ертӳçи кăçал пирĕн Чăваш Ене юпа уйăхĕнче Италирен бизнес-мисси килесси пирки пĕлтернĕ, Дмитрий Гурина асăннă мероприятийĕн ĕçне хутшăнма сĕннĕ. Тĕплĕнрех 



15 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter