Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çамрăк предпрнимательсен Форум канашлăвне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Борис Титовпа пĕрле «Атăлçи федераци округĕнче хăвăн ĕçна йĕркеле» çамрăк предпрнимательсен Форум канашлăвне хутшăннă. Асăннă мероприятине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ.  Регионти бизнес-пуçаруçăсене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. «Раççей Федераципе Чăваш Республикин Правительствисен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса пырасси», - тесе уçăмлатнă хăйĕн калаçăвĕнче Михаил Игнатьев. «Юлашки тăватă çул хушшинче предприниматнльсене пурĕ 1 млрд 350 млн.тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне парса тивĕçтернĕ. Республикăра предпринимательсен хисепĕ ӳссе пырать, çĕнĕлле таварсене калăпласси куç кĕретех пулса пырать», - тенĕ калаçăва малалла тăсса Михаил Игнатьев. «Раççей Федерацийĕн регионĕсем хушшинче Чăваш Енре инвестицине аталантарас ĕç кăтартăвĕпе чи ăнăçлисен хисепĕнче пулни те çакнах çирĕплетет. Бизнеса аталантарма пирĕн регионта питĕ меллĕ. Правительство предпринимательсемпе куçа-куçăн калаçма яланах хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлу вăхăтĕнче бизнеса аталантарса пыма актуаллă ыйтусем пирки канашланă, предпрнимательсем умне йывăрлăх кăларса тăратакан ĕçсене те сӳтсе явнă. Ку е ытти ыйтусемпе Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин калаçнă. Борис Титов тата ытти хăнасем асăннă ыйтусем пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Пухăннисем бизнеса аталантарасси вырăнти влаçран та нумай килнине каланă. «Республика ертӳлĕхĕ бизнес пĕрлешӳсемпе килĕшсе ĕçленине куратпăр», - тенĕ Борис Титов. «Чăваш Ен уй-хирĕсем тăрăх самолетпа вĕçсе килтĕм, пĕтĕмпех акса тирпейленĕ. Апла пулин те  халăха таварпа тивĕçтерес ыйту пачах та тухса тăмасть», - тенĕ сумлă хăна. Çамрăк предпринимательсене пулăшу кӳрес Раççейри центр директорĕ Артем Давыдов  хăйĕн докладĕнче çамрăк предпринимательсене патшалăх еплерех пулăшусемпе тивĕçтерни пирки каласа хăварнă. Форумра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççейри Çамрăк предпринимательсен Ассоциацийĕ хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех

 

 



15 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter