Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен «Стрижсен» пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнче манăçми кăтартăвĕ иртнĕ

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта хула кунне халалласа  «Стрижи» аслă пилотаж авиаци ушкăнĕ вĕçев пултарулăхне халăха парнеленĕ. Çар вĕçевçисем кăвак пĕлĕтсем хушшинче тĕлĕнмелле илемлĕ шоу кăтартнă.  Çак асăннă мероприятине курса киленме Шупашкарта пурăнакансем тата хулана килнĕ хăнасем 300 пине яхăн çын пуçтарăннă. «Чăваш Енре Шупашкар хула кунĕнче авиаци шоуне ирттересси йăлана кĕчĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. «Çак мероприятине пăхакан çамрăк каччăсемпе хĕрсем хамăрăн çĕршывшăн мăнаçланма пултараççĕ. Тен вĕсенчен хăшĕ-пĕрин летчик пулас кăмăл та çийĕнчех çуралĕ», - тенĕ вăл.  «Стрижи» аслă пилотаж ушкăнне 1991 çулта йĕркелесе янă. Вĕсене кăçал  24 çул çитнĕ. Тĕнчери пур кĕтесре те вĕсем пулса курнă, паллă авиашоусенче пĕр хуччен çеç мар хутшăннă. Пилотсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕлĕтре вĕçев шоувĕ хыççăн, вĕсем 3кг таран хăйсен весне чакараççĕ. Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Игумнов хăйĕн сăмахĕнче уявăн чи асамлă тапхăрĕ шăпах та çак авиашоу пулнине каланă, республика, хула ертӳлĕхне çакăн пек лайăх ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă, вĕсен ĕçне пысăка хакланă. «Социаллă экономика лару-тăрăвĕ республикăра çав тери лайăх аталанса пырать. Кăтартусем çӳллĕ шайра, тĕлĕнмелле питĕ аван», - тенĕ вăл. Чăваш халăх юрăçи Августа Уляндина Чăваш Енре  влаçри çынсем уявра кăна çеç мар ытти чухне те вĕсем халăхшăн тăрăшнине асăннă. «Республика Правительстви çынсен шухăшлавне, сĕнĕвне тĕпе хурса ĕçлет. Эпĕ сахал мар республика тулашĕнче пулатăп. Манăн республика пирки мухтанмалли сахал мар. Регионта социаллă тăнăçлăх хуçаланать. Культурăн пур шайĕ те пĕр тан лайăх аталанса пырать. Влаçри çынсем республика экономикишĕн, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тата ытти тытăмсемшĕн сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ», - тенĕ вăл. Валентина Орлова аслă çулсенчи пенсионерка Хула уявĕ çулсерен лайăх иртнине каланă. «Кашни çул çак уявпа киленме манăн çывăх тăвансем, тус-юлташсем хулана килеççĕ.  Юлашки çулсенче хула çав тери илемленсе хитреленсе кайрĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. Тĕплĕнрех



16 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter