Шупашкарта «Юратуллисен картлашки» паллă объекта савăнăçлă лару-тăрура уçнă

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта «Юратуллисен картлашки» паллă объекта савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Архитектура комплексне уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ хутшăннă.   Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çак объект Чăваш Республикинчи «Этническая Чувашия» инвестици проекчĕн пĕрремĕш ĕçĕ пулнине асăннă.  «Юратуллисен пусми тата анлă пĕве Шупашкар хулин сăн-сăпатне илем кӳреççĕ. Шанатпăр, çитес вăхăтрах хулара пурăнакансемшĕн чи паха та илĕртӳллĕ вырăн пулса тăрасса. Çамрăк мăшăрсене, пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма пĕлекенсемшĕн чи асамлă вырăн пулĕ», - тесе палăртса хăварнă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Савăнăçлă пулăм вĕçленнĕ хыççăн, хĕр пикесем юратупа килĕшӳ тата тăнăçлăха пĕлтерекен символсене пĕлĕте кăвак тата шурă шарсем хăпартса янă. Тĕплĕнрех



16 августа 2015
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter