Михаил Игнатьев: «Шанатăп, Шупашкарта пурăнакансенчен çулсерен спорта çӳрес текенсен хисепĕ ӳссе пырасса»

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре йăлана кĕнĕ спорт тата сывă пурнăç йĕркин «Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядкăна» уява кăçал та сахал мар çын тухнă. Ирхи зарядкăна  пуçтарăннисене Михаил Игнатьев Хула кунĕпе саламланă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене ырласа тав тунă. «Шупашкарсем ирхи зарядкăна тĕнчери паллă спорт çăлтăрсемпе ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Эсир пĕрне-пĕри хаваслă кăмăл-туйăм парнелетĕр. Кам та кам спорта кăмăллать, вăл йывăрлăхсене те туххăмрах çĕнтерме пултарать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Регион ертӳçи республика Правительствин сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Юлашки çулсенче спорт объекчĕсене сахал мар çĕклесе лартнă.  Çуртсен таврашĕсенче спорт хатĕрĕсене те вырнаçтарнă, кашни уйăхрах спорт кунĕсем иртеççĕ. Шанатăп, çулсерен спорта çӳрекенсен йышĕ ӳссе пырасса», - тенĕ Михаил Игнатьев. Спорта кăмăллакансене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн çумĕ  Алена Аршинова тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.  Тĕнчери паллă спортсменсем Сергей Харитонов тата Олимпиада Иванова уяв кунĕнче пурин те хаваслă кăмăл пултăр тесе ирхи зарядкăна пĕрле тухнă. Спорт çăлтăрĕсем туххăмрах халăх патне савăк кăмăл илсе çитернĕ. Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен «Стрижсен» пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнче манăçми кăтартăвĕ пурин кăмăлне те хавхалантарса янă. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хула кунĕнче  ирхи зарядкăна 28 пин çын хутшăннă. Европа, Раççей шайĕнче çĕнĕ рекорд çĕнсе илнĕ пулнă. Тĕплĕнрех



16 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter