Михаил Игнатьев: "Уяв мероприятийĕсем пире пĕрлештереççĕ, Чăваш Ен тата хуламăр ырлăхĕшĕн ырă ĕçсем, çитĕнӳсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ"

 Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар хула кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа «Пултарулăх бульварĕ» арт-проекта çитсе курнă. Регион ертӳçипе пĕрле Чăваш Республикинчи влаç органĕсенче тăрăшакансем, хула администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Хулан кашни ятарлă вырăнĕсенче пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен савăнăçлă юрри –ташшине, ăсталăхне кăтартса пама пултарнă. Уява килнĕ кашни ушкăн хăйĕн пысăк тавракурăмĕпе куракансене тыткăна илнĕ. Чăваш наци телекуравĕн ĕçченĕсем халăхран çак кун Шупашкара мĕншĕн юрататăр ыйтăвăн хуравне ыйтса пĕлме пултарнă. П. Хусанкай ячĕллĕ Культура керменне 50 çул çитнĕ ятпа хатĕрлесе тăратнă куравра Михаил Игнатьев  пухăннă ачасемпе пĕрле тӳпене илемлĕ шарсем вĕçтернĕ. Хĕрлĕ лапамра регион ертӳçи  уява килнисене Шупашкар хулине 546 çул çитнĕ ятпа саламланă. «Шупашкар – Атăлçи тăрăхĕнчи промышленность, культура тата спорт центрĕ. Раççейĕн чи хитре те хăтлă хулисенчен пĕри. Хăйĕн нумай ĕмĕрлĕ историйĕнче Чăваш Ен тĕп хули республикăн политика, экономика тата ăс-хакăл центрĕ пулса тăчĕ. Çынсем пултаруллă пулнăран, республика тата хула ертӳçисем килĕшӳллĕ ĕçленĕрен  Шупашкар кунран-кун чечекленсе илемленсе пырать. Кунта çĕнĕ производствăсем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне, граждансен социаллă хӳтлĕхне лайăхлатма, вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарма хамăртан мĕн килнине йăлтах тăватпăр. Çавна пула шупашкарсен влаç патне шанăçĕ ӳсет, пирĕн чĕресем çывăхланаççĕ», - тенĕ хăйĕн саламĕнче. Çак кун уяв ячĕпе пухăннă ентешĕмĕрсене Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Стрижи» аслă пилотсен подполковникĕ Сергей Осяйкин саламланă. Леонид Черкесов хăйĕн тав сăмахĕнче тăван хуламăра юратни, ăна тата та илемлĕрех тума май панине асăннă, Михаил Игнатьева хула пурнăçне илемлетме йышăннă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшу кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви тăрăшнине кура, пирĕн хула тата та илĕртӳллĕрех пулса пынине палăртнă. Çак сăмахсене ырласа Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл та каланине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Сергей Осяйкин подполковник хăйĕн саламĕнче «Стрижи» ушкăна хула уявне хутшăнма питĕ кăмăллă пулнине палăртнă, хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав тунă. Мĕн-пур пухăннă çынсене ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей суннă. Уяв «Звери» ушкăнăн хаваслă юррисемпе тата фейерверкпа  вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



17 августа 2015
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter