Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен cap.ru Порталӗн тӗп страницине ҫӗнетнӗ

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен cap.ru Порталӗн тӗп страницине  ҫӗнетнӗ. Хальлӗхе унӑн бета-версийӗ ӗҫлет. Бета-версин хӑш-пӗр каҫҫи унчченхи сайта ӑсатать пулин те ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур уйрӑма ҫӗнетме шантараҫҫӗ. Малтанласа икӗ версийӗ те ӗҫлӗ. Тӗп страницӑна ҫӗнетекенсем сайта илемлӗ тӑвассипе пӗрлех унпа усӑ куракансене меллӗ пултӑр тесе тӑрӑшнă. Улшӑну порталӑн тулашне кӑна пырса тивмен, унӑн тытӑмне те расналатнӑ. Тӗп ҫӗнӗлӗх шутне, сӑмахран, хыпарсене уйрӑм темӑпа палӑртнине каламалла. Журналистсем валли ятарлӑ пресс-центр пӑхса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне порталта «Пулӑшу» уйрӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тӗнче тетелӗ урлӑ илме меллӗ. Портал влаҫ органӗсен, муниципалитетсен, федераци влаҫӗн территорири органӗсен 850 ытла сайтне пӗрлештерсе тӑрать.



17 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter