Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă, «Коминтерн»  СХПК районти чи пысăк хуçалăх ĕçĕпе паллашнă. Тырă пухăнакан кĕлетри ĕçсене пăхса çаврăннă, çынсемпе курса калаçнă.  Альбина Новикова хуçалăх ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çулталăк каялла тырра упрамалли çĕнĕ кĕлет хута янине асăннă, харăсах амбара икĕ пин тонна тырă вырнаçтарма май пуррине каланă. Объектăн строительство ĕçне 3 млн. тенкĕ тăкакланă. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра тĕш тырăна 1230 тонна тирпейлесе кĕртнĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерсе пыраççĕ, ăна кура хуçалăх сĕт, аш-какай тирпейлессипе кăтартуллă ĕçлесе пырать. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă хуçалăх республикăра та чи ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри пулнине каланă. «Кунран кун хуçалăх аталанса вăй илсе пырать. Кунта ĕçлекенсем те тăрăшуллă пулни куçкĕретех. Ĕç укçине вăхăтра тата ăна кирлĕ пек виçепе тӳлеççĕ», - тенĕ вăл.  Ял ĕçченĕсене малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал суннă. Ертӳçĕсем районта 160 вырăнлă ача садне хута янин строительство ĕçĕпе те кăсăкланнă. Объектăн хакĕ 96,5 млн. тенкĕ. «Волгоресурс» ТМЯП директорĕ Сергей Алексеев хăйĕн сăмахĕнче строительство ĕçĕ графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă. Çулталăк вĕçлениччен ача садне çĕклесе лартма тĕллев лартнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров çак объекта хута ярсан, районта ачасене ача садне черете тăратас ыйту пĕтĕмпех татăлнине каланă. Çак кун районта Çĕн Ирчемес ялĕнче ФАП уçнă. Ял уявне пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев çакăн пек социаллă пĕлтерĕшлĕ объект çĕкленсе ларнăшăн тав тунă. «Юлашки çулсенче Хĕрлĕ Чуйтай районĕнче 6 ФАП хута кайнă, республикăра Пĕлӳ кунĕ тĕлне  пурĕ 100 ФАП пулĕ. Ку кăтартупа чарăнса ларасшăн мар, асăннă ĕçе малалла та пурнăçлăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев калаçăва малалла тăснă май. Яланхиллех ФАП уçнă хыççăн, хăнасем çуртăн шалти пайĕпе паллашнă, Çĕн Ирчемес ял уявне килнĕ халăхпа тĕл пулса пупленĕ.  

Тĕплĕнрех 



17 августа 2015
20:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter