Карапсем тăвакан Алексей Николаевич Крылов академика асăнса Шупашкарта палăк уçнă

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче тăван хуламăра 546 çул çитнине халалласа Алексей Николаевич Крылова асăнса палăк уçнă. Паллă пулăма хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин  депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей Академийĕн наукин президиумĕн членĕ, наукăпа инженери обществăлла организацийĕн Халăхсем хушшинчи пĕрлешĕвĕн президенчĕ, А.М. Прохоров ячĕллĕ радиотехникăпа электроника институчĕн наука ертӳçи Юрий Гуляев тата Раççей Геройĕ, Раççейри А. Н. Крылов ячĕллĕ судостроительсен наукăпа техника пĕрлешĕвĕн президенчĕ, Владимир Александров академик хутшăннă. Регион ертӳçи пухăннисене хула кунĕпе саламланă, çак палăка уçни вырăнти халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Чăваш Ен хăйĕн ывăлĕ хĕрĕсемпе чăннипех те мăнаçланма пултарать. Раççей историне вĕсенчен нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Алексей Николаевич Крылов паллă академик, математик хăйĕн тăван çĕршывне, ĕçне чĕререн юратнă. Унăн ячĕ историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнăшăн савăнатпăр, вăл пирĕн чĕремĕрте те яланах упранĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Палăка хăпартса лартма кашни витĕм кӳнĕшĕн пурне те тав тунă. «Шупашкарта палăк уçăлчĕ. Шанатпăр, çак вырăнта кашни хăйĕн чунне пусарасса. Паллă çынсене хисеплени вăл пархатарлă, историне яланах пĕлмелле, унсăрăн пуласлăх çук», - тенĕ регион ертӳçи. Юрий Гуляев академик Раççейри Академи наукин ячĕпе хула çыннисене чаплă уявпа саламланă,  паллă ăсчаха халалласа палăк уçнă ятпа тав тунă. Алексей Николаевич Крылов ячĕ Жуковский, Менделеев, Королев, Шухов яĕсемпе пĕр ретре тăрать. Раççейĕн паллă ывăлĕсенчен пĕри», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май сумлă хăна. Владимир Александров хăйĕн сăмахĕнче Алексей Крылов биографийĕ çамрăк çитĕнекен ăрушăн çутă тĕслĕх пулса тăнине каланă. Унăн тĕслĕхĕ пурăнма вăй-хăват кӳрет. Шанатпăр, палăк вырăнĕ хулана курма килекенсемшĕн пархатарлă вырăн пулса тăрасса», - тенĕ вăл. Палăк авторĕ Салават Щербаков хăйĕн саламĕнче Чăваш Енре паллă çынсене хисеплесси ырă йăлара пулнине каланă. «Тĕрлĕ ăрусем хушшинчи çыхăнăва Чăваш Енре лайăх тытса пыраççĕ, хăйсен республикине юратаççĕ, паллă ентешĕмĕрсене асра тытасси вĕсен йăлара», - тенĕ палăк авторĕ  Салават Щербаков. Атăл хĕрринче вырнаçтарнă палăка пурте хар тăрса килĕшсе çĕклесе лартнă, Шупашкар хулишĕн пысăк парне пулса тăчĕ. Тĕплĕнрех



17 августа 2015
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter