Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен, чи малтан Михаил Игнатьев тин çеç алă пуснă хушу пирки чарăнса тăнă. Республикăри 20 вĕрентӳ учрежденине, инновацилле аталанса пыракансене, 200 пин тенкĕлĕх Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ парасси  пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Михаил Игнатьев паянхи çамрăк ăрăва инновацилле аталантарса пырас ĕç хăйĕн çимĕçне кăтартнине асăннă.  «Чăваш Енре ирттерекен уявсенче пирĕн çамрăксем пултаруллă пулнине хăнасем хăйсен куçĕсемпе курса киленме пултарчĕç», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион ертӳçи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче уйрăм категорири çынсене  кăçал пĕрремĕш çур çулта диспансеризаци кăларни пирки  ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Кăçалхи çул халăха 100 процента çити тĕрĕслев витĕр кăларасси пирки тĕллев лартнине асăннă. Пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн, çакă паллă – пурăнакансенчен кашни улттăмĕшĕн чирĕсем шала каяслăх хăрушлăх пуррине палăртнă. Михаил Игнатьев çынсем енчен те апата йĕркеллĕ çимесен, чирлес хăрушлăх пуррипе çукки пирки ыйтса пĕлнĕ. Паян халăха кальян туртассинчен асăрхамаллине, вăл мĕнле сиен кӳни çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине каланă. Шкултан вĕренсе тухнисем аслă шкулсене пĕлӳ пухма кĕнин кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Доклада пуçличчен чи малтан ырă хыпар пĕлтернĕ министр. Çурла уйăхĕн 11-16-мĕш кунĕсенче Бразилире Worldskills Competition-2015 Тĕнчери чемпионат иртнĕ, çĕнтерӳçĕ ята Чăваш Енрен Александр Гониашвили тивĕçнине пĕлтернĕ.  Паян республикăри вĕрентӳ учрежденисене пĕлӳ пухма каяс текенсен шучĕ ӳссех пырать. Ытларах çамрăксем медицина, электромеханика колледжсене, строительство техникумне кăмăллаççĕ. Учитель пулас текенсем те сахал мар. Министерство çулсерен вĕренсе тухакансем ĕçе вырнаçнипе кăсăкланать, ятарлă мониторинг йĕркеленине каланă Владимир Иванов. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уяв кунĕсем епле иртни пирки ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Пурĕ 100 ытла культурăпа спорт мероприятийĕсем иртнĕ, вĕсенче 300 пин ытла çын хутшăннă. Хула кунĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута янă. Уявра нимĕнле кăлтăксем те пулманни паха. Вырăнти халăх, аякран килнĕ хăнасем уява питĕ чаплă ирттернĕшĕн ырласа тав тунине пĕлтернĕ Леонид Черкесов.



17 августа 2015
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter