Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулнă, васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли автомашинăсен уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулнă. Унта вăл васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли автомашина уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. Çĕнĕ йышши 23 машина Çĕмĕрле хулипе Улатăр хулине, Шупашкар, Йĕпреç, Улатăр, Вăрнар районĕсенче пурăнакансене васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Патшалăх медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă Михаил Игнатьев. «Юлашки çулсенче регионта медицина тытăмне модернизацилеме 5 миллиард патнелле укçа-тенкĕ тăкакланнă, ялсенче ФАПсем хута янă, учрежденисенче пурлăхпа техника базине пĕтĕмпех çĕнетнĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Чăваш Ен халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç кăтартăвĕпе Раççейре чи лайăххисен хисепĕнче. Çитес çуллаччен республикăри пур медицина учрежденийĕсенче те çĕнĕ йышши автомашинăсем пулмаллине палăртнă Михаил Игнатьев. " Пирĕн пĕр тĕллев - мĕн-пур халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ регион ертӳçи. Тĕплĕнрех



18 августа 2015
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter