Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн массăллă коммуникаципе çыхăну Министрĕн çумĕпе Алексей Волинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн массăллă коммуникаципе çыхăну Министрĕн çумĕпе  Алексей Волинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов хутшăннă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ сумлă хăнана Михаил Игнатьев регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Республикинче цифрăллă телевиденин ĕçне вĕçлес ыйтупа ирттернĕ канашлăвăн уйрăм тапхăрĕсем çинчен чарăнса тăнă. «Паян регионта асăннă ыйтупа кирлĕ пек ĕçлеççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 42 объекта хута яма палăртса хунă. 2015 çул вĕçне пурăнакансенчен 99 проценчĕ цифрăллă форматпа 10 канал пăхма пултарĕç. Пĕр сăмахпа каласан, ялсене лайăх телекурав çитет», - тенĕ вăл. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Алексей Волин регион РФ Литература çулталăкĕнче çитĕнӳсем тунине курма питĕ кăмăллă пулнине каланă. «Чăннипех те республикăра 120 ытла кĕнеке кăларнă, вĕсенчен çурри чăвашла тухать. Кăтарту регионта чăваш чĕлхине, йăла-йĕркене, культурăна хисеплени куçкĕретех. Ку паллах, чи пахи», - тенĕ министр çумĕ. Çакăн пекех сумлă хăна регионта ача-пăча литератури çине те пысăк тимлĕх уйăрнине асăрханă. Михаил Игнатьева республикăра асăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă, РФ ытти регионсемшĕн пирĕн республика тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă. «Паян республикăра хаçат-журналсем сутма ятарлă киосксем хута ярасси те питĕ вырăнлă. Вĕсене валли тĕрлĕ льготăпа çĕр вырăнĕсене те уйăраççĕ.  Çамрăксем интернет урлă çĕнĕ хыпарсене пĕлсе тăраççĕ, çапах та палăртса хăвармалла, ватăсем пур-пĕрех хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Кĕнеке, хаçатсем пичетлесе кăларас ыйтăва малашне те тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



18 августа 2015
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter