Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлени вăй-хăват кÿрет

«Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ» интервьюра Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан М.Игнатьев юлашки 5 çулта республика аталанăвĕнче чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулса иртни пирки каласа панине хаçатăн иртнĕ номерĕнче вулакансене паллаштарнăччĕ. Çав ĕçсем пурте халăх ырлăхĕшĕн, унăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн пулса пынине те çырса пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте М.Игнатьев ĕçĕ пирки пирĕн районта пурăнакансен шухăшĕсене малалла тăсăпăр.

М.Иванченко, «Родничок» ача сачĕн заведующийĕ: шкул çулне çитмен ачасем валли çĕнĕ ача сачĕ уçăлни районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнчĕ. Вăрмар поселокĕнче тепĕр ача сачĕ «Родничок» уçăлни ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, ачасемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Çакă ача садне вырнаçтарма темиçе çултанпа черетре тăракансен ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама май пачĕ. Ача сачĕ уçăлнă çĕре 2014 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та килнĕ. Вăл çĕнĕ садикре ачасем пахалăхлă пĕлÿ, воспитани илме пултарассине палăртнă. «Пирĕн хамăр ачасене ĕçе юратма вĕрентмелле, вĕсем çĕршыва юрăхлă ачасем пулса çитĕнччĕр», - тенĕ Михаил Васильевич ача садне чаплă лару-тăрура уçнă май. Ача садĕнче телейлĕ ачалăх çулĕсене ирттерме, пур енлĕн аталанма кунта пĕтĕм условисем çителĕклĕ, спорт оборудованийĕ те туяннă. Кĕскен каласан, ача садне хальхи йышши стандартпа хăпартнă. Вăл çамрăк ăрушăн, чăннипех те, аталану центрĕ пулса тăчĕ. Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çÿллĕ шайра тытса пыракан Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьевăн çул-йĕрне пирĕн коллектив тĕпренех ырласа йышăнать.

  

Л.Цыфаркина, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ: эпĕ шкулта ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитсе пырать. Юлашки тапхăрта вĕренÿ системинче çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырасси тĕпре темелле. Шкулсен инфратытăмĕ улшăнса пыни куçкĕретех: пахалăхлă юсав ĕçĕсем туса пыма укçа-тенкине уйăрасси ÿссех пырать. Тепĕр çĕнĕлĕх шутне кĕртме пулакан пулăм вăл - вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсе, тухăçлă, тĕрлĕ технологисемпе усă курса ачасене вĕренме, тĕрлĕ енлĕ аталанма кирлĕ условисем пурри. Талантлă ачасене палăрма интеллектуаллă тата пултарулăх конкурсĕсем чылай иртеççĕ, уйрăм предметсене тарăнрах вĕренме май паракан лицейсемпе гимназисем пур. Çакă чи малтанах вĕсем регион шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе ытти ачасене паллаштарма пултарни. Акă, Никита Никифоров Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ ирттернĕ О.Ырзем ячĕпе хисепленекен илемлĕ вулакансен конкурсĕнчен те, В.Кузьмина йĕркеленĕ «Чĕрĕ сăмах» конкурсра палăрса малти вырăнсене тухма пултарчĕ. Шкулта пĕлÿ илекен ача та район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине, республика Президенчĕн стипендине илме пултарни те çав çĕнĕлĕхсенчен тепĕр тĕслĕхĕ. Хальхи тапхăрта шкул ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тĕрлĕ вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуянланса пырать, çакă вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерме май парать. Чăваш Республикин Правительстви ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма, пахалăхлă пĕлÿ илме пур условисем те туса парать.

  

А.Игнатьев, «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) пуçлăхĕ: Чăваш ялхуçалăх академине 2008 çулта вĕренсе тухсан хамăн хуçалăха йĕркелеме шухăшларăм, çакна аттепе анне те хирĕçлемерĕç. Малтанхи вăхăтра 20 гектар çĕр çинче çĕр улми çитĕнтертĕм. Каярахпа ĕç-пуç малалла кайрĕ темелле. Хальхи вăхăтра 300 гектар çĕр пур, унта нумай çул ÿсекен курăк тата пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕр улми çитĕнеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 100 пуç, çав шутра 40 сăвакан ĕне. Ытларах çемье подрячĕпе вăй хуратпăр. Ĕçлеме тытăннă самантра Чăваш Республикин промышленноç, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министерстви 300 пин тенкĕ грант парса пулăшнипе пушмак пăрусемпе нумай çул ÿсекен курăксен элитлă вăрлăхне туянтăм. Çамрăксене ураланса кайма çапла пулăшнишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьева тав сăмахĕ калас килет. «Пĕрлĕхре - вăй», - тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе хамăр тăрăшса ялхуçалăхĕнчи сÿнме пуçланă вучаха тепĕр хут «чĕртсе» яма май пулчĕ. Çак отрасль кунсерен вăй илсех пырать. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

 

П.Федотов, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕ: ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртни çинчен» Указне ырласа йышăнатăп. Çак Указ Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан, ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа (хĕрарăмсен) тата 42 çул та 6 уйăхпа (арçынсен) танлашакан граждансене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята парас правăна çирĕплетет. Мĕн çамрăкранах бюджет сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнине çапла чыс туни питех те кăмăла çĕклерĕ. Паянхи куна манăн ĕç стажĕ 43 çул ытларах. Çÿлте палăртнă указа йышăнман пулсан эпĕ «Ĕç ветеранĕ» удостоверенине илеймен пулăттăм, çак çăмăллăхпа усă кураймастăмччĕ. Кашни уйăхра пенси çумне 1082 тенкĕ хушса тÿлени, унсăр пуçне килти телефон хакĕн 50 процентне саплаштарса пыни тем пекех паха. Тавтапуç хамăр республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьева тава тивĕçлĕ канăва тухнисене манса кайманшăн, вĕсен малашлăхĕшĕн тăрăшнишĕн.

(Вăрмар районĕ)



19 августа 2015
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter