Шупашкар районӗ: Мишерте – ҫӗнӗ ФАП

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетес тата упрас тӗлӗшпе чылай тимлет: медицинӑри ҫӗнӗлехсене ӗҫре усӑ курать, ҫӗнӗ сывлӑх учрежденийӗсене те хута ярсах тӑрать. ЧР Пуҫлӑхӗн «Республикӑна – ҫӗнӗ 100 ФАП» программине тӗпе хурса иртнӗ эрнере Мишерте те фельдшерпа-акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Ҫӗнӗ ФАПа хӑпартма республика бюджечӗ 2,5 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, ҫурт инфраструктури валли (ҫутӑ, ӑшӑ) район 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑшавӑш ял поселенийӗ медпункт тавралли лаптӑка карта тытса ҫавӑрма, тротуарсем сарма, ҫурт патне пыракан ҫула хытӑ виткӗҫпе хуплама вырӑнти бюджетран 200 пин тенкӗ тӑкакланӑ. «Приволжское» акционерсен уҫӑ обществи йӗри-тавралли ҫӗре пулӑхлатма тислӗкпе тивӗҫтернӗ. «Тинех чирлисене йышӑнма ҫутӑ, уйрӑм пӳлӗмсем, ҫӗнӗ медицина хатӗрӗсем кӳрсе килчӗҫ», - савӑнса калаҫать ҫак ялта 30 ҫул фельдшерта тимлекен Вера Чернова.

Ҫӗнӗ ФАПа уҫма килсе ҫитнӗ хаклӑ хӑнасене чӑваш тумӗллӗ яшсемпе хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа, Кӑшавӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ савӑк юрӑпа кӗтсе илчӗҫ. Мӑналти чиркӳре тимлекен Вадим атте ФАП никӗсне килсе ҫветить тунӑччӗ, ҫак кун та вӑл ҫӗнӗ ҫурта тӗрӗс-тӗкел ӗҫлеме пиелерӗ, уява пухӑннисене ҫветтуй шывпа сапса сывлӑх сунчӗ.   

Мишерсене саламласа конкурентпа тариф политикин ЧР патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗпе социалла аталанӑвӗн халӑха медицина пулӑшӑвӗ паракан уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ Инна Иванова, Шупашкар районӗн экономика уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, район больницин тӗп врачӗ Владимир Дубов, унӑн ҫумӗ Владимир Федоров, Кӑшавӑш ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров, Мӑналти вӑтам шкул директорӗ Алексей Игнатьев, депутатсем, ял ҫыннисем сӑмах каларӗҫ.

ФАП уҫӑлни Мишер ҫыннисемшӗн ял уявӗ те пулчӗ. Вӗри шӳрпепе техӗм кукӑль-хуплу уява пухӑннӑ кашни ҫынна сӗтел тавра йыхравларӗ. Курма тата саламлама килнисене Кӑшавӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Алтӑр ҫӑлтӑр» эстрада ушкӑнӗ тахҫанчченех хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтарса ташӑ картине пуҫтарчӗ.                                      

 



19 августа 2015
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter